Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăйсен вăй-халне тĕрĕсленĕ

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсене вĕрентсе хатĕрлекен ачасемпе çамрăксен шкулĕнче хевтесĕррисен республикăри 16-мĕш спорт фестивалĕ иртрĕ. Унта Элĕк районĕнчен çиччĕн хутшăнчĕç. Ачасен ушкăнĕнче Элĕкри Евгений Анисимов, Чăваш Сурăмĕнчи Сергейпа Любовь Алексеевсем, Атмалкассинчи Мария Васильева, Мăн Вылăри Дмитрий Ефимов вăй виçрĕç. Аслисенчен сывлăх хавшаккисен Чăваш Сурăмĕнчи пуçламăш организацийĕн председателĕ Надежда Семенова тата Альбина Романова район чысне хÿтĕлерĕç. Вĕсем пурте дартс тата алă вăйне виçессипе ăмăртрĕç. Республикăри районсенчен килнисен йышĕнче Н. Семеновăна çитекенни пулмарĕ, алă вăйне виçессипе пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

Асăннă мероприятие хутшăннă ачасене пылак çимĕçсем парса савăнтарчĕç. Аслисем те парнесене тивĕçрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 декабря 2014
16:28
Поделиться