Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялсенче специалистсем кирлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Никитина тунти кун планерка ирттерчĕ.

Вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев палăртнă тăрăх, муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсенче паянхи куна 8 предметпа 434 ача хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсем республика тапхăрне хатĕрленеççĕ. Раштавăн 3-мĕшĕнче 11-мĕш классемшĕн ППЭĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланать - вĕсем вырăс литературипе сочинени çыраççĕ. Канмалли кунсенче район администрацийĕн команди ЧР патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем 13-мĕш физкультурăпа спорт Спартакиадине хутшăннă. Муниципалитет служащийĕсем дартс ăмăртăвĕсенче 4-мĕш вырăн йышăнма пултарнă.

Районти информаципе консультаци центрĕн директорĕ Александр Петров шăмат кун Шупашкарта иртнĕ купăста фестивалĕ çинче чарăнса тăчĕ. Тени ял тăрăхĕ кунта тĕплĕн хатĕрленнĕ, 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Социаллă аталану, культурăпа архив ĕçĕсен заведующийĕ Людмила Семенова районти коллективсем театр пултарулăхĕн ачасемпе çамрăксен «Юмах çăлкуçĕ» фестивалĕн республикăри тапхăрне хутшăннине палăртрĕ. Элĕксем çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илме пултарнă тата номинацисенче палăрнă. Çавăн пекех Людмила Степановна ялсенчи культура учрежденийĕсенче ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем çитменни çинчен пăшăрханса каларĕ. Паянхи куна районта 5 ĕç вырăнĕ пушă. Ытларах чухне йывăрлăхсем специалистсен ĕç укçи пĕчĕк пулнипе çыхăннине пытарма кирлĕ мар.

Администраци ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров раштав уйăхĕн ĕç йĕркипе паллаштарчĕ.

Планеркăра Лидия Никитина Элĕк салине тирпейлĕх кĕртесси çинче чарăнса тăчĕ. Лидия Михайловна Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне район центрĕнче кĕске вăхăтрах çÿп-çап контейнерĕсене вырнаçтарас ыйтăва пăхса тухма хушрĕ, саккунсăр свалкăсене пĕтермеллине аса илтерчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 декабря 2014
09:32
Поделиться