Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăвăрт утассипе мала тухнă

Элĕк, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи 115 хăвăрт утакан Çĕнĕ Шупашкар хулинчи çăмăл атлетика манежĕнче Чăваш Республикин Кубокĕн тăваттăмĕш финалти тапхăрĕнче парнесем выляса илчĕç.

Паллă тренер Виктор Семенов ертсе пыракан çамрăк хăвăрт утакансем ÿсĕмсем турĕç. 1999 çулта çуралнă яшсем хушшинче 3000 метрлă дистанцире Женя Федоров бронза призерĕ пулса тăчĕ. Ку ÿсĕмри хĕрсен йышĕнче Аня Степанова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Настя Дубинина вара - çĕнтерÿçĕ. Вăл Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 ноября 2014
19:43
Поделиться