Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче панă ыйтусем çине хуравланисем

Олег Данилов, Мăн Ямашри вăтам шкул директорĕ: Мăн Ямашри вăтам шкул коллективĕ Чăваш Республикин вĕренÿ министерствинчен çĕнĕ автобус уйăрса пама ыйтать.

Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви çакна пĕлтерет: «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен» 273-мĕш номерлĕ федераллă саккунăн 9-мĕш статйипе килĕшÿллĕн шкул çулне çитменнисене пурне те тивĕçмелле тата тÿлевсĕр вĕренÿ парасси муниципалитетри вĕренÿ учрежденийĕнчен килет.

2014 çулта Чăваш Республикине республика бюджетĕнчен шкул автобусĕсене çĕнетме укçа уйăрман. Çакна та пĕлтеретпĕр: 2015 çулта шкул автобусĕсене малалла модернизацилессипе мероприятисем ирттерме палăртнă. Транспорт хатĕрĕсене валеçессипе муниципалитет пуçлăхĕсем тăратнă заявкăсем тăрăх пăхса тухĕç. 2015 çулта автобуслă пулас тесен Чăваш Енĕн вĕренÿ министерстви сире Элĕк район администрацине çырупа тухма сĕнет. Çырура сире автобус мĕншĕн кирлине, транспорт саккунне епле пăхăнмаллине СанПин ыйтнине пурнăçланине тата миçе ачана турттармаллине кăтартмалла.

Зоя Васильева, Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн директорĕ: шкул коллективĕ спортзала юсама укçа-тенкĕпе тивĕçтерме ыйтать.

Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви хуравлать:

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче физкультура тата спорт занятийĕсем валли ку чухнехи условисем тăвас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчи 225-р хушăвĕпе килĕшÿллĕн ку енĕпе мероприятисен комплексне çирĕплетнĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2014 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 482-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи мероприятисен комплексне пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 33294,3 пин тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республикин бюджетĕнчен пулăшу - 1752,6 пин тенкĕ. Ку суммăсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 40 организацире спорт залĕсене тĕпрен юсама тата спорт инвентарĕ туянма кайнă.

Кăçал хăш шкулсенче спортзалсене юсамаллине район муниципалитечĕсен администрацийĕсен заявкисем тăрăх йĕркеленĕ. Элĕк район администрацийĕ сĕннипе кăçал спортзалсене Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ тата Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ вăтам шкулсенче йĕркене кĕртме пăхнă.

Çÿлерех асăннине шута илсен, Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнчи спортзала çитес çулсенче тĕпрен юсама май пуррине пăхса тухĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 ноября 2014
13:31
Поделиться