Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта халăх итлевĕ иртрĕ

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Элĕк район администрацийĕн акт залĕнче «Чăваш Республикин Элĕк районĕн Уставне улшăнусем тата тÿрлетÿсем кĕртни çинчен» Элĕк районĕнчи депутатсен Пухăвĕн решени проекчĕ тăрăх халăх итлевĕ иртрĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хутшăнчĕ. Итлеве район пуçлăхĕ - Элĕк район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Владислав Дубинин уçрĕ.

Элĕк район администрацийĕн юридици секторĕн заведующийĕ Владимир Васильев доклад турĕ. Решени проекчĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тăвас йĕркене палăртас, вырăнти ыйтусене муниципалитет пĕрлешĕвĕсем хушшинче уйăрас тата ытти ыйтусене улшăнусемпе тĕрĕслесе каланисене кĕртет. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ыйтусене татса парас ирĕксем (вырăнти ыйтусем мар пулсан) анлăлатнă. Решени проекчĕ палăртнă тăрăх, 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ял тăрăхĕсенче вырăнти пĕлтерĕшлĕ 22 ыйту хăвармалла, ял тăрăхĕсен вырăнти хăй тытăмлăхĕн 17 полномочийĕ район муниципалитетне куçмалла.

Район муниципалитечĕн пуçлăхне халăх сасăласа суйлать. Вăл пĕр вăхăтрах район администрацийĕн пуçлăхĕ те пулать.

Йышăну проекчĕ вырăнти бюджета тунин йĕркине тĕрĕслесе калать. Çавăн пекех федераци саккунĕсене тата Чăваш Республикин саккунĕсене пăхăнса тĕрĕсленĕ тата тÿрлетнĕ улшăнусене кĕртеççĕ. Доклада итленĕ тата сÿтсе явнă хыççăн халăх итлевне хутшăнакансем Элĕк район депутачĕсен Пухăвне черетлĕ ларура «Чăваш Республикин Элĕк районĕн Уставне улшăнусем тата тÿрлетÿсем кĕртни çинчен» решени проектне йышăнма резолюци йышăнчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 ноября 2014
08:49
Поделиться