Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Салтака кайма сывлăхлă яшсем кирлĕ

Районта призыв тапхăрĕнче яшсене тата ашшĕ-амăшне тĕрлĕ ыйту хумхантарать. Халĕ призыв тапхăрĕ пырать, çавăнпа та призыв комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тăваççĕ, ял тăрăхĕсемпе, çар ĕç комиссариачĕсемпе, район администрацийĕпе, йĕрке хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнура ĕçленине хаклаççĕ. Призыв еплерех пынине хаçатăн паянхи номерĕнче çутатса пама тĕллев лартрăмăр. Пирĕн ыйтусем çине Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн уйрăмĕн ертÿçи Александр Кочуров тулли хуравсем пачĕ.

- Александр Алексеевич, кĕркуннехи призыв çинчен мĕн калама пултаратăр; Сире мĕн хумхантарать тата савăнтарать;

- Призыв компанине тишкернĕ хыççăн çакна калас килет: ырри те, усалли те пур. Чăваш Республикин военкомачĕн нарячĕ 100 проценчĕпех пурнăçланĕ. Призывниксенчен 22 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ, 25 процентран кая мар призывник «С», «Д», «Е» водитель категориллĕ. Салтака кайма юрăхлисен хисепĕ çулран-çул ÿссе пырать. Элĕкри тĕп больницăн тухтăрĕсем çула çитмен çамрăксен чирĕсене вăхăтра тупса палăртаççĕ, вĕсене стационарта е поликлиникăра сиплеççĕ. Тухтăрсем тăрăшнипе çирĕп сывлăхлисем çеç службăна лекеççĕ.

- Военкомата килменнисемпе е службăран таракансемпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр;

- Ун пеккисем яланах пулнă. Пĕрисем Мускавра ĕçлеççĕ, теприсем вара пачах та салтака каясшăн мар. Район прокурорĕ çакна контрольлесех тăрать. Элĕк районĕнчи виçĕ призывник тĕлĕшпе Уголовлă Кодексăн 328-мĕш статйипе материалсем хатĕрлесе следстви органĕсене ярса панă.

- Район администрацийĕнче иртнĕ планеркăра шкулсем çар училищисене тата дипломатсене хатĕрлемелли çар академине вĕренме кайма япăх хатĕрленнине каларăр;

- 2014 çулхи кăтартусем тăрăх, районтан никам та çар академине вĕренме кайман. Чăваш Республикинче эпир юлашки вырăнта. ОБЖ учителĕсем çар службине пропагандăлассипе тивĕçлĕ ĕçлемеççĕ. Эпĕ çĕр-шыва экономистсем, çăкăр пĕçерекенсем, токарьсем кирлине аванах ăнланатăп. Çапах та кирек хăш патшалăхра та çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçламалла. Юлашки вăхăтра «Зарницăпа» «Орленок» вăййисем çине пысăк тимлĕх уйăратпăр: кубоксем, Хисеп хучĕсем. Анчах çамрăксенчен  тĕнчери çар училищисем çинчен ыйтсан вĕсем хуравлама та пултараймаççĕ. Çавăнпа та район администрацийĕсемпе, шкул директорĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле.

- Александр Алексеевич, Эсир контрактпа службăна илнĕ чухне йывăрлăхсем пуррине каланăччĕ. Паянхи лару-тăру çинчен каласа парсамăр.

- Нумаях пулмасть эпир пĕтĕмлетÿсем турăмăр. Вăл пăшăрхантарать. Пирĕн «бригада» ял тăрăхĕсенче пулчĕ, 1-2 çул çар службинче тăнисемпе калаçусем ирттерчĕ, контрактпа çар тивĕçне пурнăçламалли çинчен ыйту хускатрĕ. Ниçта та ĕçлемен, килте сенкер экран умĕнче çеç ларакан çамрăксем пирĕн сăмахсене шута илменни тĕлĕнтерет. Контрактпа ытларах Самара, Ульяновск, Уфа, Тольятти, Душанбе, Екатеринбург тăрăхĕсене яраççĕ. Унта стрелоксем, водительсем, связистсем, ГСМ специалисчĕсем службăра тăраççĕ. Вĕсене 27-45 пин таран укçа тÿлеççĕ. Контрактпа çара каяс кăмăллисем нумай, анчах та вĕсем сывлăх енчен хавшак пулни чăрмантарать.

- Александр Алексеевич, çамрăксене çара призывччен маларах хатĕрлессипе районта еплерех ĕçлеççĕ;

- Çакна палăртмалла, Элĕк районĕнче çарпа патриотизмла воспитани парас тытăм лайăх пулса пырать. Шкулсенче çарпа çыхăннă спорт мероприятийĕсем, «Зарницăпа» «Орленок» вăййисем, пилĕк кунлăх лагерь пухăвĕсем çулсеренех иртеççĕ. Çакă савăнтарать. Конкурссемпе ăмăртусенче хĕрсемпе каччăсен куçĕсем савăнăçпа çиçни, малалла ăнтăлни хавхалантарать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 ноября 2014
11:14
Поделиться