Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕлтĕрхинчен япăх мар

2014 çулхи 10 уйăхра мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай 2272,8 тонна, сĕт 21482,5 тонна туса илнĕ. Ку кăтартусем, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 100,1 процент. Ял хуçалăх предприятийĕсенче аш-какай 314,3 тонна туса илнĕ, иртнĕ çулхипе шутласан - 94,9 процент. Хуçалăхсенче сĕт 3293,8 тонна (102,7 процент) суса илнĕ. Кашни ĕне пуçне илсен продуктивлăх - 4890 килограмм. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 813 килограмм ытларах сунă.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче ĕне выльăхсем 10598 пуç шутланаççĕ, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 2146 пуç. Ĕнесем пĕтĕмпе 5267 пуç, ял хуçалăх предприятийĕсенче - 652. Сыснасем пурĕ 1676 пуç, ку хисепрен ял хуçалăх предприятийĕсенче - 479. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче сурăхсемпе качакасем 11496 пуç шутланаççĕ, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 657 пуç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăхсем талăкра 658-шар, сыснасем 356-шар грамм ÿт хушнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 ноября 2014
11:10
Поделиться