Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Афганистан асран тухмасть

Афганистан чылай çыннăн чĕринче çухату, хуйхă хăварнă. Пин-пин совет салтакĕ пуçĕсене хучĕ çак ылханлă вăрçăра. 1979 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çине кĕртме пуçланă. Тепĕр вунă çултан çеç, 1989 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче, салтаксене каялла илсе тухнă. Вырăс салтакĕсемпе пĕрле чăвашсем те хутшăннă.

Афганистан вăрçи 18-20 çулсенчи яшсен чĕринче калама çук тарăн йĕр хăварнă. Çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе вĕсем чыслăн пурнăçланă. Хăшĕсем хăйсен пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр тăшмана хирĕç паттăрла çапăçса юнлă вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Вăрçăран таврăннисем вара иртнĕ кунсене нихăçан та асран кăлармаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем нумай асап, хĕн-хур тÿснĕ, аманса таврăннисем те пур.

Малтанах «интернационалла тивĕçе пурнăçлама тесе» Афганистан çĕрĕ çине кĕртнĕ çар çыннисем каярах чăн-чăн граждан вăрçине лекнине ăнланнă. Совет салтакĕсем пурнăçпа вилĕм хушшинче тăнă. Вут-çулăм витĕр тухнă паттăрсене патшалăх манмасть, вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать.

Афганистанра Элĕк районĕнчен 145 çын гражданла тата патриотла тивĕçе пурнăçланă. Паянхи кун вĕсенчен 62 афганец çеç пурăнать. Ишпарайкăри Олег Прокопьева районта халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Питĕ шел, вăл тăван килне сывă çаврăнса çитеймен.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне тата кăçал нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче контингент çарне Афганистан çĕрĕ çинчен илсе тухнăранпа 25 çул çитнине тĕпе хурса иртнĕ эрне кун район администрацийĕн акт залĕнче унта çапăçнисене чысларĕç. Афганистан ветеранĕсен канашĕн районти ертÿçи Валерий Иванов паттăрсен ячĕсене аса илчĕ, иртнĕ вăхăта халĕ те манманнине каларĕ.

- Афган вăрçи нумай çемьене пырса тивнĕ. Хăшĕсене вара хуйхи пĕр пулнăран пĕрлештернĕ, вĕсем пĕччен маррине туйма пулăшнă, - терĕ Валерий Иванов.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина афганецсене çирĕп сывлăх, телей сунчĕ.

- Çемьесенче патриотизм туйăмне вăйлатмалла. Чылайăшĕ ывăлĕсене çартан хăтарассишĕн тăрăшать. Çĕр-шыва сыхласси - кашни каччăн тивĕçĕ. Ачасене тĕрĕс воспитани парасси хамăртан килет-çке, - пурнăçри хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕ Лидия Михайловна.

Муркаш-Элĕк çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Александр Кочуров ĕнерхи салтаксене тăшмансемпе куçа-куçăн тăрса, пурнăçа шеллемесĕр çапăçнăшăн тав турĕ.

- Иртнĕ çулсем манăçмаççĕ. Пирĕнте патриот туйăмĕ вăйлă пулнипе мăнаçланатпăр. Çулсем иртнĕ пулин те эпир пурте пĕрле. Малашне тăнăç пурнăçпа пурăнасчĕ. Эсир тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Çирĕп чун-чĕреллĕ пулма хăвăрăн ачăрсемпе мăнукăрсене вĕрентĕр,- палăртрĕ Александр Алексеевич.

Александр Кочуров ĕнерхи вăтăр салтака «Афганистанри çапăçусем вĕçленнĕренпе 25 çул çитнине асăнса» юбилейлă медальсем пачĕ.

Пĕрне-пĕри пулăшас тĕллевпе районта ветерансен пĕрлĕхне йĕркелени паха. Асăннă организаци паттăрсене асăнса тĕрлĕ мероприяти ирттерет, ветерансене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшать. Афганистан ветеранĕсен канашĕн районти ертÿçи Валерий Иванов тăрăшнипе музей та уçнă. Унта вăрçă çулĕсене аса илтерекен япаласем упранаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 ноября 2014
15:58
Поделиться