Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пысăк ăсталăхшăн тав тунă

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăрпа йĕпе юра пула татăлнă электролинисене юсаса ĕçе кĕртессине юпа уйăхĕн çирĕм виççĕмĕшĕнче каçхине вĕçленĕ. Элĕк районĕнчи чрезвычайлă лару-тăрăва сирес ĕçе Ульяновск, Саратов, Оренбург облаçĕсенчен хушма юсав бригадисене явăçтарнине хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Çавăн пекех ку ĕçе кÿршĕллĕ Вăрнар районĕнчи энергетиксен юсав бригади те хутшăннă. 12 çынран тăракан ушкăн ыттисем пекех сĕм çĕрлечченех ĕçленĕ. Пăрлă çумăра пула электроэнергисĕр тăрса юлнă мĕн пур яла çутă панă. Çавăн пекех вĕренÿ, медицина учрежденийĕсенче те ку енĕпе юсав ĕçĕсене вĕçленĕ.

Ĕнер Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Элĕк районĕнчи чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарассипе тата сирессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен комисси председателĕ Лидия Никитина чрезвычайлă лару-тăрăва сирес ĕçе хутшăннисемпе тĕл пулчĕç. Района ертсе пыракансем йывăр лару-тăрăва сирес ĕçе хутшăннисем чăн-чăн профессионалсем пулнине палăртрĕç. Кĕске вăхăтрах пысăк калăпăшлă ĕç тунине асăнчĕç. Çанталăк условийĕсене пула пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ района пулăшу панăшăн «Оренбургэнерго» организацин Первомойскинчи РЭС (мастерĕ - Алексей Каштанов), Красногвардейскинчи РЭС (мастерĕ - Александр Шиндин) ушкăнĕсене, «Саратов РС» организацин Хваменскинчи РЭС (мастерĕ - Алексей Ефрагов), Ульяновскри Новоспасски РЭС (бригада ертÿçи - Александр Машанов) бригадисене Элĕк район администрацийĕн Тав хучĕпе чысланă.

Çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăрăва сирес ĕçре пысăк ăсталăхпа палăрнăшăн, чăтăмлăхшăн «Тепловодоканал» тулли мар яваплă общество (директорĕ - Александр Никифоров), «МРСК Волги» уçă акционерлă обществăн - Чувашэнерго Çурçĕр производство уйрăмĕн Вăрнарти РЭС (ертÿçи - Алексей Егоров), Элĕкри РЭС (ертÿçи - Борис Алексеев) коллективĕсене те Тав хучĕсем пачĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 октября 2014
13:17
Поделиться