Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллисене пысăк сцена илĕртет

Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕ кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 100 çамрăк таланта йышăнчĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче «Пĕрремĕш класа йышăнни» пысăк мероприяти пулчĕ. Фортепиано класĕнче Надежда Павлова ертсе пынипе кĕвĕ-çемме еплерех пĕлнипе ăмăртрĕç. Пĕрремĕш классем асăнмалăх шăнкăравсене тивĕçрĕç. Хореографи класĕнче ачасене Лилия Ефимовăпа Надежда Иванова педагогсем ташăçăсен ушкăнне илчĕç. Аслă класра вĕренекенсем (ертÿçи - Полина Никандрова) халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ача-пăча ÿнер шкулне 67 çамрăка вĕренме илнĕ. Çавăн пекех кунта Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен 71 ача пултарулăхне аталантараççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 октября 2014
13:06
Поделиться