Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк пики - 2014» - Полина Никандрова

«Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм хирти сарă чечек пек», - шăрçаланă К.Иванов Нарспие сăнланă чух. «Нарспи» поэмăри тĕп сăнарăн енĕсене кашни чăваш хĕрĕнчех курма пулать. Вĕсем сăн-пит илемĕнче,тыткаларăшĕнче, ĕçченлĕхĕпе маттурл3ăхĕнче палăрса тăраççĕ. Ахальтен-им чăн-чăн чăваш пикине Нарспипе танлаштаратпăр. Иртнĕ шăмат кун Элĕкри культурăпа кану центрĕн сцени çине пухăннă пикесем те вăхăтăн-вăхăтăн Нарспиех аса илтерчĕç. «Элĕк пики» конкурса кăçал сакăр ял тăрăхĕнчен хутшăнма кăмăл тунă. Хĕр упраçсем пĕр-пĕрин хушшинче пилĕк тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç. Тупăшрĕç тени те ку хутĕнче тĕрĕсех пулмасть пулĕ, мĕншĕн тесен конкурсантсем хăйсене сцена çинче пĕр ушкăн пек тытрĕç, куракансене чăн-чăн уяв парнелерĕç. Халăх умне тухма çăмăлах мар, пирвайхи хут  çакна тума  хăюлăх та кирлĕ. «Паллашу карточки» конкурсра хĕрсем чăваш поэзине, халăхăн йăли-йĕркине лайăх пĕлнине кăтартрĕç, хăйсем çинчен юрласа та сăвăласа пачĕç. Каланине презентаципе пуянлатрĕç. Шел, презентацисене чăвашла çырса туманни кăштах пăшăрхантарчĕ. Чăваш Сурăмĕнчи Лариса Емельянова хатĕрленĕ видеопаллашу  вара куракансен кăмăлне кайрĕ.

Пултарулăх конкурсĕ Элĕк пикисене самай хăюлăх кĕртрĕ. Юнашар чи çывăх çынсем, тус-юлташ пулни хавхалантарчĕ пулас. Юрă-ташăра пĕччен те, ушкăнпа та маттур пулнине пĕрин хыççăн тепри ĕнентерчĕ.  Чăн-чăн илем тулаш илемре кăна маррине чăваш тахçанах ăнланнă. Хальхинче те хĕрсене туллин хак пама килтен хатĕрлесе килнĕ «Чăваш апат-çимĕçĕ» конкурс пулăшрĕ. Пикесен ĕçченлĕхĕпе çаврăнăçулăхĕ, апат-çимĕçе хатĕрлеме пĕлни сисĕнчĕ. «Чысра чăвашăн авалтан сап-сар çĕр улмипе уйран, пĕрле çиме вара аван ем-ешĕл техĕмлĕ сухан. Сар чăкăт та чăн хисепре – вăл сар хĕвел пекех хитре», - сăйларĕ пуç тайса Мăн Вылă ял тăрăхĕнчен килнĕ Инесса Шашкина. Çĕр улми куклипе хуран кукли те, хуплăвĕпе шарккăвĕ те илемлетрĕ уяв сĕтелне. Кашни çимĕçе чуна парса хатĕрлени сисĕнчĕ.

Кирек мĕнле конкурсра та чи хумханулли тата явапли вăл - çĕнтерÿçĕсене палăртасси. Чăн-чăн илем уявне пуçтарăннă хĕрсем хушшинче те çитес вăхăтра Шупашкар хулинче район чысне хÿтĕлеме хатĕррине тупса палăртрĕç. Элĕк ял тăрăхĕнчи Полина Никандрова «Элĕк пики - 2014» ята çĕнсе илчĕ. Юнтапа ял тăрăхĕнчи Анастасия Порфирьева та пурне те хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ, 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Сцена çине тухнă кашни пикерех хăйне уйрăм ен палăрса тăчĕ, çакна жюри членĕсем те асăрхарĕç. Ехремкассинчи Ксения Львова «Сăпайлă пике» номинацире палăрчĕ. Инесса Шашкина пур енлĕ ăсталăхĕпе «Ăста пике» ята тивĕçрĕ. Алена Александрова (Шĕмшеш ял тăрăхĕ) - «Пултаруллă пике» , Кристина Вадимова (Крымсарайка ял тăрăхĕ) - «Кăмăллă пике», Лариса Емельянова (Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ) - «Çепĕç пике», Мария Васильева (Питĕшкасси ял тăрăхĕ) - «Хÿхĕм пике». Çĕнтерÿçĕсене жюри председателĕ – районти культура секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова саламларĕ, Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕ. Людмила Степановна районти хĕрарăмсен канашĕн ячĕпе те Элĕк пикисене тав турĕ. Çавăн пекех конкурсантсем «Орифлейм» косметика компанийĕн парнисене тивĕçрĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2014
11:46
Поделиться