Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Туйсем сахалтарах кĕрленĕ

Авăн уйăхĕнче районти ЗАГС пайĕ пурĕ 60 граждăнла акт çырнă. Чи пĕлтерĕшли вăл - çĕнĕ чун кун çути курни. Иртнĕ уйăхра 18 çемьере пепке çуралнă, 10 арçын ачапа 8 хĕр ача хушăннă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 21 пепкене регистрациленĕччĕ. Кăçал авăн уйăхĕнче кун çути курнă шăпăрлансенчен иккĕшĕ пĕрремĕшсем пулсан, тăххăрăшĕ - иккĕмĕшсем, иккĕшĕ - виççĕмĕшсем, иккĕшĕ - улттăмĕшсем. Ултă ача тĕлĕшĕпе ашшĕ кам пулнине çирĕплетнĕ.

Иртнĕ уйăхра çут тĕнчерен 24-ăн уйрăлнă, вĕсенчен 16-шĕ арçынсем. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ 72 çулпа танлашать пулсан, хĕрарăмсен - 84 çул.

Тăхăр мăшăр саккунлă майпа пĕрлешнĕ.Уйрăлакансен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан нумайрах пулчĕ, виçĕ акт çырнă, пĕлтĕр пĕрре çеç пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 октября 2014
17:56
Поделиться