Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра палăрнă

Тăван ен культурин историне пĕлме тата пултарулăхне аталантарма Элĕкри ача-пăча тата çамрăксен пултарулăх центрĕ «Ростки возрождения» республикăри конкурсăн тапхăрне ирттернĕ. Ăна Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă. Юнтапа шкулĕнче 8 класра вĕренекен Анжелика Ильина пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 7 класри Екатерина Степанова иккĕмĕш вырăна тухнă. Тени шкулĕнчи 8 класра вĕренекенсем Юлия Капитоновăпа Анжела Игнатьева виççĕмĕшсем пулнă. Конкурс çĕнтерÿçи республикăра иртекен ăмăртăва хутшăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 октября 2014
09:52
Поделиться