Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватăсемпе пĕр чĕлхерен

Çитĕнекен ăрăва аслисене хисеплеме вĕрентес, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе шкулта тăтăшах мероприятисем ирттеретпĕр. Унта вĕренекенсен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне явăçтаратпăр. Иртнĕ кунсенче Ураскилтри вăтам шкулта пĕрремĕш класра вĕренекенсем Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалласа хăйсем патне хăнана кукамăшĕ-асламăшĕсене чĕнчĕç. Уява пилĕк ачан çывăх çыннисем килчĕç. Тăваттăмĕш класра пĕлÿ илекенсем технологи урокĕнче хисеплĕ хăнасене валли хăйсем тĕллĕнех тутлă пирожнăй, винегрет туса хатĕрленĕ. Аслă ăрурисем те шкула пушă алăпа килмен. Ватăсем мăнукĕсене килте пĕçернĕ кукăльсемпе, ытти тутлă çимĕçсемпе сăйларĕç. Роза Калмыкова хисеплĕ ватă хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ. 1-4 класс ачисем çывăх çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

З. ЭРИВЕРТ,  кĕçĕн классене вĕрентекен.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 октября 2014
09:51
Поделиться