Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулсенче хĕр ачасем нумайрах

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче 1791 ача вĕренет. Пĕлтĕр 1906-ăн пĕлÿ илнĕ - кăçалхинчен 115 ача нумайрах.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсен йышне анализ туни çакна кăтартать. Кăçал пĕрремĕш класра - 179 вĕренекен, пĕлтĕр 149-ăн пулнă. 1-4 классенче - 660 вĕренекен. Кăçал 9-мĕшне 197 ача çÿрет, иртнĕ çул 238-ăн пĕлÿ илнĕ. 10-мĕш класра 137 вĕренекен, 11-мĕшĕнче - 122-ĕн. Пĕлтĕрхи кăтартусем 144-па тата 147-пе танлашнă.

Анализ тунинчен çакă та паллă. Юлашки 10 çула илсен, кăçал 1-мĕш класа ачасем уйрăмах нумай килнĕ. Практика çакна та кăтартать. 9 класс пĕтернисенчен чылайăшĕ профессилле пĕлÿ паракан учрежденисенче малалла вĕренет. Иртнĕ çул 9-мĕш классенчен 238-ăн вĕренсе тухнă пулсан, вĕсенчен 137-шĕ кăна 10-мĕш класа пынă. Шкулсенче 2006 çулхи 25 вĕренекен, 1995 çулхи 1 вĕренекен шутланать.

Статистика кăтартăвĕсем çакна та çирĕплетеççĕ. Хĕр ачасем арçын ачасенчен нумайрах. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 1791 вĕренекентен 915-шĕ (51 процент), пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче 1906 ачаран 966-шĕ (50,6 процент), 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче 2060 ачаран 1030-шĕ (50 процент) хĕр ачасем.

Шĕмшеш шкулĕнче кăтартусем урăхла. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче 124 ача вĕреннĕ, çав шутран 48-шĕ хĕр ачасем. 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче 105 вĕренекентен 39-шĕ, 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче 94-ран 35-шĕ, 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче 85 ачаран 33-шĕ хĕр ачасем. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисемпе танлаштарсан, Шĕмшеш шкулĕнче хĕр ачасен хисепĕ çулленех 37-39 процентпа танлашать. Кăçал шкулсенче - 19 ача-инвалид. 12-шĕ сывлăх енĕпе вăйсăртарах. 4 ача-инвалида килте уйрăм вĕрентессине йĕркеленĕ. Çав шутран 3-шне дистанци вĕрентĕвĕпе тивĕçтереççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 октября 2014
09:51
Поделиться