Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн ентеш – медицина службин подполковникĕ

Гелий Иванович Иванов – пирĕн ентеш, медицина службин подполковникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ - çак кунсенче 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл 1934 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Кураккасси ялĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи пуçламăш шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Хирлеппуçĕнчи çичĕ класлă шкулта пĕлÿ пухнă. Малалла вĕренĕвне Гелий Ивановичăн Элĕк вăтам шкулĕнче тăсма тивнĕ. 1951 çулта алла аттестат илнĕ çамрăк Санкт-Петербургри (ун чухне Ленинград пулнă) С.М.Киров ячĕллĕ çарпа медицина академине çул тытнă. 1957-1959 çулсенче çарпа тинĕс флотĕнче службăра тăнă.

Элĕк ен каччине суйласа илни професси тăван тавралăхран аякка илсе çитерет. 1959 çултанпа Гелий Иванович Балти флочĕн шыв айĕнчи лодкисем çинче ĕçлеме пуçлать. 1966 çултанпа Юрмала хулинче «Майори» санаторире аслă диетолог врач пулса ĕçлет. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас ĕçре те тимлет пирĕн ентеш. Вăл 1972 – 1980 çулсенче Калининградри çарпа тинĕсĕн аслă училищинче вĕрентет.

80-мĕш çулсенче Гелий Иванов Чăваш Ене таврăнать. Шупашкарта врач пулса ĕçлет, тĕп хулан 1-мĕш № республика больницинче профсоюз комитетĕнче вăй хурать. 1982 çулта ăна ЧАССР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ пулма шанаççĕ. Ку яваплă ĕçре Гелий Иванович 1989 çулччен тăрăшать.  1990 – 2004 çулсенче  республикăри кардиологи диспансерĕнче уйрăм заведующийĕнче тимлет.

Паянхи кун Гелий Иванович тивĕçлĕ канура, Шупашкар хулинче пурăнать.

Материала Элĕк район энциклопедийĕнчен илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 октября 2014
08:42
Поделиться