Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕсенче

Районти хуçалăхсене уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Сентябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне илсен, пур хуçалăхсенче те тырă вырса пĕтернĕ, вăтам тухăç - 22 центнер.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çĕр улмие мĕнпур лаптăк çинчен пухса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» гектартан вăтамран 180 центнер пухнă.

«Новый путь» хуçалăхра 148 гектар çинчи кукурузăна çулса пухса кĕртес ĕç вĕçленнĕ. Тырă силосне 3072 тонна хывнă.

Кĕрхи çĕртме сухи 3540 гектар тунă. Çак ĕçе «Новый путь» хуçалăхра 560 гектар, «Правдăра» - 310, «Авангардра» - 295, «Алмаз» обществăра 285 гектар çинче пурнăçланă.

Кĕр тыррисене 3003 гектар акса хăварнă. «Новый путь» хуçалăхра ку ĕçе уйрăмах пысăк лаптăк çинче пурнăçланă. Пахча çимĕçсене 4 гектар пухса кĕртнĕ. Ку  ĕç малалла пырать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 октября 2014
08:50
Поделиться