Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Митрополит Варнава Турă Амăшĕн хÿттипе пурăнма пиллерĕ

Иртнĕ вырсарни кун Ураскилтре Тасаран та таса Турă Амăшĕн православи чиркĕвĕн çуралнă кунне паллă турĕç. Аслă уяв ячĕпе чиркÿре ирхи кĕлĕ пулчĕ. Ураскилт чиркĕвĕн уявне Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава хутшăнчĕ. Литурги хыççăн чиркÿ тавра Турă Амăшĕн турăшне йăтса хĕреслĕ çул утса тухрĕç. Кĕлĕ пĕтсен Ураскилт чиркĕвĕн настоятелĕ Александр протоиерей Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна тав сăмахĕ каларĕ, чиркĕве çÿрекенсен тата хăй ятĕнчен чечек çыххи пачĕ. Митрополит Варнава та Александр аттене приходри ĕçе тытса панишĕн тав турĕ. Аслă уява пухăннисене пурне те саламларĕ, Турă Амăшĕн хÿттипе пурăнма сунчĕ, пиллерĕ. Кĕлĕ тăршшĕпех арçынсен хорĕ юрларĕ.

Митрополит Варнава çак кун Элĕкри чиркÿре те пулчĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа тата чиркÿ настоятелĕпе Виктор протоиерейпа курнăçса калаçрĕ, çĕнĕ çурт çĕкленнипе интересленчĕ.

Ял чиркĕвĕн пысăк уявĕ тата тепĕр икĕ пысăк спорт ăмăртăвĕпе те пуян пулчĕ. Физкультурăпа спорта кăмăллакансем Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупăва хутшăнчĕç. Çавăн пекех чиркÿ çумĕни лапамра районти шкул командисем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Ку турнир кăçалхипе 13-мĕш хут пулчĕ, ăна Таса Турă Амăшĕн чиркÿ уявĕ ячĕпе ирттерме палăртнă. Хăй вăхăтĕнче Валерий Сергеев, халĕ ача-пăчапа çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ, пуçарăвĕпе чи малтан Ураскилт, Тавăт, Мăн Вылă шкулĕсем ăмăртăва хутшăннă. Юлашки вунă çул хушшинче районти кашни шкулах малтанхи турнирсенче çĕнтерсе финала тухма ирĕк паракан ăмăртусене хутшăнма пултарать. Хальхинче хĕрÿ тупăшăва хĕрсемпе каччăсен сакăр команди тухрĕ.

Ăмăрту пуçланас умĕн Элĕкри райпо канашĕн председателĕ, район депутачĕ Юрий Харитонов саламларĕ. Çавăн пекех «МСО «Аликовская» тулли мар яваплă общество директорĕ Сергей Лаврентьев пурне те ăнăçу сунчĕ, Ураскилт командисене спорт тумĕсем парнелерĕ.

Спорт лапамĕнче ăмăртусем пĕр харăсах икĕ вырăнта пычĕç. Çанталăкĕ те кăçал хавхалантарсах тăчĕ. Вăййа хутшăнакансем те, курма пынисем те çакна туйса тăчĕç. Командăсем хушшинче çĕнтерÿçĕ кубокĕшĕн юлашки самантченех тупăшрĕç. Хĕрсем хушшинче те, арçын ачасем хушшинче те Элĕк шкулĕн вĕренекенĕсене çитекенĕсем пулмарĕç. 1-мĕш вырăн вĕсенче. Хĕрсен командинче Питĕшкасси шкулĕ кил хуçисене çĕнтерсе 2-мĕш вырăна тухрĕ. Арçын ачасен вăййисем те çÿллĕ шайра иртнине палăртма кăмăллă. Иртнĕ çул чемпион ятне тивĕçнĕ шĕмшешсем кăçал 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç, Ураскилт шкулĕ 3-мĕш вырăнта. Юнтапа вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене хавхалантару парнипе чысларĕç. Уйрăм вăйăçсене те палăртмасăр хăвармарĕç. «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» номинацире Илья Никитин (Элĕк) тата Светлана Кузикова (Ураскилт) пулчĕç. Тапăнакан вăйăçсем хушшинче Виталий Григорьевпа (Шĕмшеш) Наталия Николаевăна (Питĕшкасси) çитекен пулмарĕ. Судьясен шучĕпе, вратарьсем хушшинче ыттисенчен Элĕк шкулĕнчи Стас Филипповпа Мария Павлова уйрăлса тăнă.

Уява йĕркелесе ирттерме, парнесемпе тивĕçтерме спонсор – Элĕкри райпо пулăшрĕ. Çавăн пекех Ураскилт чиркĕвĕн настоятелĕ Александр протоиерей тренерсене тав сăмахĕ каларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 сентября 2014
08:59
Поделиться