Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

500 граждана - хисеплĕ ят

Районта «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парас енĕпе граждансенчен заявленисем йышăнасси малалла пырать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хĕрарăмсен ĕç стажĕ 40 çултан, арçынсен 45 çултан кая мар пулсан пенси çулне çитсен çак хисеплĕ ята илме право пур.

Районта «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме документсем тăратнисем пĕтĕмпе 503 çын. Ĕç стажĕпе килĕшÿллĕн асăннă хисеплĕ ята 500 граждана панă.

Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем уйăхсерен укçа тÿлевĕ 1082 тенкĕ илсе тăраççĕ. Çавăн пекех телефоншăн абонент тÿлевĕн хакĕн 50 проценчĕ чухлĕ çеç тÿлеççĕ. Радиопа тата пĕрлехи телевизор антеннипе усă курнăшăн та çăмăллăх пур.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 сентября 2014
09:46
Поделиться