Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кашни кунах тренировкăна васкать

«5» паллăсемпе кăна вĕренет, юрлама-ташлама юратать, кĕнеке вулакансен республикăри конкурсĕнче мала тухать, спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерет... Çакă пĕтĕмпех Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекен Настя Дубинина çинчен. Элĕк салинче пурăнакан Настя Дубинина кун каçипе тем тума та ĕлкĕрет. Çиччĕмĕш класра вĕренекенскерĕн кашни минучĕ шутра. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл хула тулашĕнчи «Белые камни» лагерьте пулчĕ. Хĕрача кунта сывлăха çирĕплетнипе пĕрлех ăмăртусене хатĕрленчĕ. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче кăна Настя тантăшĕсемпе пĕрле Олимп резервĕсен училищинче сборта пулчĕ.

А.Дубинина кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех çивĕчлĕхпе палăрнă. Класра иртекен пур мероприятие те турткалашса тăмасăрах хутшăннă.Ташламалла-и, юрламалла-и – Настя тантăшĕсем хушшинче. Ахальтен мар иртнĕ вĕренÿ çулĕнче  вăл Элĕкри ÿнер шкулĕн хореографи уйрăмĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕ.Юрлама та ăста. Ăна Элĕк шкулĕн хорĕнче юрланине илтме пулать, пĕччен те тухать вăл сцена çине. Пурне те шайлаштарма ĕлкĕрет хĕрача.  Юлашки вăхăтра ытларах «Хĕлхем» спорт шкулĕн стадионĕнче курма пулать ăна. Пĕррехинче, йĕлтĕрпе те, çуран чупассипе те маттурскерне, Виктор Семенов тренер хăвăрт утакансен секцине чĕнет. Кĕске вăхăтрах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет хĕрача. Паянхи кун унăн портфолиора тĕрлĕ шайри ăмăртусенче тивĕçнĕ грамотăсемпе дипломсем.

- Эпĕ кашни кунах ирхине уроксем пуçланиччен тата каçхине тренировкăна килетĕп. Виктор Семенович тренер каланине тума тăрăшатăп. Малтанлăха йывăртарахчĕ, халĕ  хăнăхрăм. Юнашар туссем пурри пулăшать,- каласа парать Настя.

Настьăн паянхи çитĕнĕвĕсем пысăк шанăç параççĕ. Анчах çитĕнÿ вăй хумасăр пулмасть. Иртнĕ шăмат кун Настя Шупашкарта хăвăрт утакансен Раççей Кубокĕнче тупăшрĕ. Кун пек пысăк  ăмăртăва хĕрача пуçласа хутшăнчĕ. Старта тухнисем хăйĕнчен 3-4 çул аслă пулин те Виктор Семенов вĕренекенĕ 37 спортсмен хушшинче  5 çухрăм утса 22-мĕш вырăн йышăнчĕ. А.Дубинина хальхинче тепĕр хут 1-мĕш спорт разрядне çирĕплетрĕ. Хĕрача кунпа çырлахса ларма шутламасть. «Манăн Виктор Семенович пек пулас килет», - тет вăл çирĕппĕн. Мĕнех, ăнăçу сунатпăр Настьăна малашнехи ăмăртусенче.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 сентября 2014
11:10
Поделиться