Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕсенче

Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 7398 гектар (79,4 процент) пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - 23 центнер.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăх тырă вырса пĕтернĕ. Ку ĕçе Сергей Егоров, Сергей Терентьев, Григорий Петриков, Александр Петров хресчен-фермер хуçалăхĕсем те вĕçленĕ.

Кĕрхи çĕртме сухине 1190 гектар тунă. Ку енĕпе «Новый путь», «Алмаз», «Авангард» хуçалăхсем лайăхрах ĕçлеççĕ.

Кĕрхи тĕш тырă культурисене çак кунсенчех акса пĕтерме тĕллев лартнă. Хальлĕхе ку ĕçе планпа палăртнă 3400 гектар вырăнне 1230 гектар кăна пурнăçланă.

«Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсенче, С.Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче кĕр аки уйрăмах ăнăçлă пырать. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улми кăларас енĕпе те ĕçлеççĕ. С.Волков, В.Журавлев фермерсем ку ĕçе лайăх йĕркеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 сентября 2014
09:54
Поделиться