Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕп вырăнта – математикăпа чăн наукăсем

Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн кашнинчех çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçри чи çивĕч ыйтăва суйлаççĕ. Хальхинче вара математикăна тата чăн наукăсене вĕрентессин пахалăхне ÿстерес темăна тĕпе хучĕç. Район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев хăйĕн докладĕнче районти вĕренÿ тытăмĕн çулталăкри ĕç-хĕлне тишкерчĕ. Районти шкулсенче математика тата чăн наукăсене аталанма условисем çителĕклĕ пулнине палăртрĕ. Хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче техникăпа инженери кружокĕсене ытларах ĕçлеттермелли çинче чарăнса тăчĕ, ачасенче туртăм çуратмаллине палăртрĕ. «Кашни пĕрремĕш класс ачин шахматла выляма пĕлмелле», - тесе асăрхаттарчĕ хăйĕн сăмахĕнче.

Анлă доклад хыççăн   Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн заведующийĕ Лариса Соколова, Элĕк вăтам шкулĕн кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Фаина Тихонова, Тавăт вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем Маргарита Николаевăпа   Валентина Нестерова,   Элĕк вăтам шкулĕн биологи вĕрентекенĕ Альбина Алексеева, Юнтапа вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Альбина Ананьева пухăннисене хăйсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Районти прокурора пулăшаканĕ Алина Большова ачасем преступлени çулĕ çине тăнин сăлтавĕсем çинче чарăнса тăчĕ, вĕрентекенсен, уйрăмах класс ертÿçисен, тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ. Район пуçлăхĕ Владислав Дубинин вĕренĕве йĕркелесе пыма районта майсем пуррине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов вĕренÿ ĕçне туллин хак пачĕ, çитĕнÿсене палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсем çинсе те чарăнса тăчĕ. Александр Николаевича 9-мĕш класс пĕтерекенсем суйласа илмелли экзаменсене сахал тытни канăç памасть. Хăш-пĕр шкул ертÿçисене ку енĕпе çирĕппĕнех асăрхаттачĕ. Çавăн пекех А.Куликов вĕренÿ учрежденийĕсен республикăри конкурссене хастар хутшăнмаллине палăртрĕ. Залра пухăннисене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин саламларĕ. Вĕрентекенсене ĕçе тĕллевлĕ йĕркелеме сĕнчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Мидуков шкулсенче ачасене паянхи кун ыйтакан профессисене суйласа илме пулăшмаллине палăртрĕ, техникумсемпе училищĕсене экскурсисем йĕркелеме сĕнчĕ. Конференцие хутшăннă хăнасем пурте мĕн пур педагога çывхарса килекен уявпа – Пĕлÿ кунĕпе – саламларĕç.

Юлашкинчен конференцире чи пултаруллисене чысларĕç. Элĕк район администрацийĕн тав çырăвне Элĕк вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Наталия Кузьмина тивĕçрĕ. Çавăн пекех ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви Элĕк вăтам шкулĕн хор ертÿçине Юрий Алексеева, Вĕренÿ министерстви ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорне Валерий Сергеева тав çырăвĕпе палăртрĕ. Элĕкри 2№-лĕ «Хĕвел» ача сачĕ республикăри инноваци технологийсемпе усă куракан вĕренÿ учреждениийĕсем хушшинче иртекен конкурс çĕнтерÿçин свидетельствине илчĕ. Тавăтри «Колосок» ача сачĕн воспитателĕ Лариса Петрова Чăваш Республика Пуçлăхĕн грантне илме тивĕçрĕ.

Конференци ĕçне Э.В.Николаев пĕтĕмлетрĕ. Паян каланă сĕнÿсене кулленхи ĕçре шута илме сĕнчĕ, вĕрентекенсене çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 августа 2014
16:21
Поделиться