Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Бюро ларăвĕнче -социаллă ыйтусем

Кăçалхи августăн 25-мĕшĕнче районти тĕп больницăра «Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри медицинăпа социаллă экспертизăн тĕп бюровĕ» филиалăн вырăна тухса ирттернĕ 5-мĕш номерлĕ бюровĕн ларăвĕ пулнă. Комисси ĕçне пенси уйрăмĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен центрăн специалисчĕсем хутшăннă. Сусăрлăх (инвалидность) ушкăнне туса хунипе пĕрлех кунта граждансен тĕрлĕ социаллă ыйтăвĕсене те пăхса тухнă.

Специалистсем майсем сахалтарах граждансенчен пенси, уйăхри укçа тÿлевĕ, ытти социаллă пулăшусене пама заявленисем йышăннă, консультаци те панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 августа 2014
16:18
Поделиться