Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Икĕ медальпе таврăннă

Швейцарири Цюрих хулинче çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Европа чемпионачĕ вĕçленнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Чăваш Енри ултă спортсмен пулнă: Елена Наговицына, Анжелика Сидорова, Вера Соколова, Александр Яргунькин, Наталья Пучкова тата Альбина Майорова. Чăваш спортсменĕсем чемпионатран икĕ медальпе таврăннă. Республикăри спорт хатĕрленĕвĕн А.Игнатьев ячĕллĕ центрĕнче ăсталăхне туптакан Анжелика Сидорова шăчăпа сикессинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, 4,56 метр çÿллĕшне парăнтарнă. Наталья Пучковăпа Альбина Майрова командăри юлташĕсемпе пĕрле марафонра бронза медале тивĕçнĕ. Раççей спортсменĕсен йышĕнче Наталья Пучкова чи лайăх кăтартупа палăрнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 августа 2014
08:13
Поделиться