Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕт сăвасси ÿснĕ

Районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче кăçалхи çичĕ уйăхра 1309,1 тонна аш-какай, 14467,2 тонна сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа пăхсан аш илесси 99,2 процентпа танлашнă, сĕт - 0,4 процент ÿснĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 216 тонна аш-какай туса илнĕ, пĕлтĕрхи кăтартусене тишкерсен- 90 процент. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 2359,3 тонна сĕт сунă.

Пĕр ĕнерен вăтамран 3458 килограмм суса илнĕ. Çакă пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан, 535 килограмм нумайрах. Çурла уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне Элĕк районĕнчи мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 10845 пуç шултра мăйракаллă выльăх, çав шутран 2180 пуç ял хуçалăх предприятийĕсен. Ĕнесем мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 1670 пуç, ял хуçалăх предприятийĕсенче - 502.

Шултра мăйракаллă выльăхсем талăкра вăтамран 642-шер грамм ÿт хушнă пулсан, сыснасем- 33,6 грамм. 503 пуç пăру, 527 пуç сысна çури илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 августа 2014
18:32
Поделиться