Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕсенче

Районти хуçалăхсенче тыр-пула пухса кĕртес ĕç сарăлсах пырать. Августăн 14-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 2638 гектар (27,8 процент) çинче çапса тĕшĕленĕ.

Çак ĕçе Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 200 гектар (41 процент), «Рабия» Агрофирма» обществăра- 550 (40 процент), «Новый путь» хуçалăхра 400 гектар (32 процент) çинче пурнăçланă. Уй-хирте 25 комбайн ĕçлет. Тĕш тырăсен вăтам тухăçĕ - 20 центнер.

Кĕр тыррисене акма çĕр 2434 гектар (71,6 процент) хатĕрленĕ. Ку енĕпе ĕçе «Новый путь» (400 гектар), «Правда» (220 гектар), «Авангард» (200 гектар) хуçалăхсем лайăх йĕркеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 августа 2014
09:17
Поделиться