Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спортпа туслисем - стартра

Çурла уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Физкультурниксен кунне халалласа йĕркеленĕ ăмăртусем иртрĕç.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики, культурăпа спорт пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев уçрĕ. Физкультурăпа туслисене çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçу, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырă сунчĕ.

 Спортсменсем «пляж» волейболĕнче, мини-футболла, шашкăлла выляса ăмăртрĕç, пăшалтан тĕл перессипе тупăшрĕç, канат туртрĕç. Волейбол енĕпе райпо командине çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна ехремкассисем, виççĕмĕшне йăлкăшсем тухрĕç. Мини-футбол, шашка вăййисенче шĕмшешсем паăлрчĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Ехремкассипе Йăлкăш ял тăрăхĕсен командисем. Канат туртассипе Пенси фончĕн районти уйрăмĕн коллективне çĕнекенни пулмарĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, 52 очко пухса, Йăлкăш ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, ехремкассисем иккĕмĕшсем пулчĕç. Шĕмшеш тăрăхĕн спортсменĕсен виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе чысларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 августа 2014
10:17
Поделиться