Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Баскетбол вăййисене хутшăннă

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Константин Громов ертсе пыракан баскетбол секцине çÿрекенсем «Хĕрлĕ-сарă мечĕк-2014» ятпа иртнĕ урам баскетболĕн республикăри ăмăртăвне хутшăннă. Çурла уйăхĕн иккĕмĕшĕнче Канаш хулинчи ачасемпе çамрăксен «Локомотив» спорт шкулĕнче республикăри хуласемпе районсенчи командăсемпе вăй виçнĕ. Элĕк район чысне виçĕ ушкăн хÿтĕленĕ. Хĕрсем 10 команда хушшинче 4-мĕшпе 5-мĕш вырăнсене йышăннă. Арçын ачасен ушкăнĕ 18 команда хушшинче улттăмĕш пулнă.

Малти вырăнсене çĕнсе илнĕ пирĕн спортсменсем финал вăййисене те хутшăнаççĕ. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта хăйсен çивĕчлĕхĕпе тĕлĕнтерĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 августа 2014
17:05
Поделиться