Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лайăх кăтарту тунă

Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем паллă. Кашни вĕренекенĕнех расра вĕсем. Йышра пысăк балсем пуçтарнисем те пур. Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ Галина Петрова вырăс чĕлхипе 95, акăлчан чĕлхипе 75 балл пуçтарнă. Çавăн пекех асăннă вĕренÿ учрежденийĕнче вĕреннĕ Ирина Запасова, Анна Платонова, Светлана Путерова, Виктория Трофимова, Мăн Ямаш шкулĕнчи Анна Матвеева, Чăваш Сурăмĕнчи Арина Андреева 92-шер балл пухнă. Элĕкри вăтам шкулти Юлия Степанован вырăс чĕлхипе 95, обществознанипе 82, историпе 82 балл пулнă. Кунсăр пуçне асăннă вĕренÿ учрежденийĕнчи Татьяна Львован вырăс чĕлхипе кăтартăвĕ 98 балпа танлашнă, Мăн Вылăри Ольга Назарован - 95 балл. Элĕк шкулĕнчи Елена Леонтьевапа Вера Морозован 90-шар. Мăн Вылăра пĕлÿ илнĕ Александр Фролов истори предмечĕпе пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче - 82, Элĕкре вĕреннĕ Александра Никандрова химипе 89 балл пуçтарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июля 2014
13:27
Поделиться