Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вулакана пĕлмелли нумай

Элĕкри тĕп библиотекăра Çемье тата юратупа шанăç кунĕ тĕлне «Семья - это благо» ятпа кĕнекепе иллюстраци куравĕ уçăлнă. 2008 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчен Раççейре Çемье, юратупа шанăç кунне паллă тăваççĕ. Пĕтĕм Раççейри уява Муром хулинчи Петрпа Феврони çветтуйсен ячĕпе туса хунă. Кусем ХIII ĕмĕрте пурăннă.

Петрпа Феврони çемьепе шанăç, юрату, телей енĕпе ырă тĕслĕх пулса тăнă. Вĕсем пĕр кунрах - 1228 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче вилнĕ имĕш.

Куравăн пĕрремĕш пайĕнче - çветтуйсем çинчен литература. Ăна тишкерсен çемьере юратупа килĕшÿ хуçаланччăр тесен мĕнле пурăнмаллине пĕлме пулĕ.

«Огонь любви» пайра юрату çинчен литературăна кăтартнă. Нумай тĕрлĕ кĕнекесемпе иллюстрацире вулакан хăйне кирлине тупатех.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 июля 2014
13:51
Поделиться