Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăтартусем паллă

Райадминистрацин вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт пайĕ хими тата обществознани предмечĕсемпе тытнă патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен (ППЭ) кăтартăвĕсене пăхса тухнă, вĕсене вĕренÿ учрежденийĕсене ярса панă.

Химипе 19 вĕренекен ППЭ тытнă. Пурте палăртнă виçе урлă ăнăçлă «каçнă». Хими предмечĕпе вăтам балл - 58,5. Чăваш Республикинче вăтам балл - 60,5.

Обществознанипе патшалăх тĕрĕслевĕнче 57 вĕренекен пулнă. Вăтам балл - 55,6. Республикипе çак предметпа вăтам балл 55,39-па танлашнă. Пĕр вĕренекен виçене парăнтарайман.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июня 2014
12:16
Поделиться