Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Агро-100» клуба кĕнĕ

«Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕ республикăри ял хуçалăх организацийĕн кăтартăвне тăхăр çул пĕтĕмлетет. Мониторинга ЧР ял хуçалăх министерствин коллегийĕпе Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ хатĕрленĕ меслетпе ирттерет. Хуçалăхсем экономика-финанс кăтартăвне, усă куракан кашни 100 гектар лаптăк тăрăх шутласа туса илнĕ продукци калăпăшне, шалу ÿсĕмне, çĕрпе тухăçлă усă курнине, ыттине те шута илеççĕ.

2013 çулхи кăтартусем тăрăх çĕнтерÿçĕсем паллă. «Агро-100» клуба Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăх та кĕнĕ. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июня 2014
12:16
Поделиться