Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи нумай вулакан

Элĕк шкулĕнчи 8 «а» класра вĕренекен Елена Тайгильтова кашни кун тенĕ пекех ача-пăча вулавăшне çÿрет. Вăл районти «Чи нумай вулакан» конкурсра çĕнтернĕ. Елена кĕнекесене таса та тирпейлĕ тытать, çĕтĕлме пуçланисене юсаса çĕнетет, вулавăшра иртекен мероприятисене хутшăнать. Хĕр ача темĕн тĕрлĕ кĕнеке те вулать, пуринчен ытларах çут çанталăка, чĕр чунсем çинчен калаканнисемпе кăсăкланать, хальхи çыравçăсен хайлавĕсене те кăмăллать.

Анчахрах Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче «Чăваш литератури: 2012 çулхи чи нумай вуланакан кĕнеке» республикăри конкурсра çĕнтернисене чысланă. «Чи нумай вулакан» номинацире Елена Тайгильтова диплома тата парнене тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 апреля 2014
10:27
Поделиться