Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван ял тирпейлĕхпе тыткăнлатăр

Ураскилт ял тăрăхĕнче Çуркуннепе Ĕç кунĕ ячĕпе çамрăксен «Тăван ял таса пултăр» экологи акцине ирттерессине пĕлтернĕ. Ку ырă пуçару пирвайхи утăмсене тума ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ураскилтсем çак усăллă ĕçе хавхалансах хутшăнаççĕ. Акци уйăх тăршшĕпех пырать. Вырăнти ял администрацийĕ пурне те çак акцие хутшăнма чĕнет. Хальхи вăхăтра пархатарлă ĕçре Ураскилт салинчи В.Быков, О.Акцизова, Н.Кадеева, Ю.Алексеев, И.Димитриев тата ыттисем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 апреля 2014
10:22
Поделиться