Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Суйлав кăтартăвĕсем паллă

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче районта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртнĕ. Суйлавçăсем Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхне тата Ехремкасси ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланă.

Суйлавçăсен списокне пĕтĕмпе 1683 суйлавçăна кĕртнĕ. Суйлавра пурĕ 1062 çын хутшăннă (списокри суйлавçăсен 63,1 проценчĕ).

Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Анатолий Петрович Семенова суйланă (суйлавçăсен 35,19 проценчĕ).

Ехремкасси ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулма Александр Иванович Корнилова суйланă (суйлавçăсен 94,44 проценчĕ).

Суйланнă депутатсем пурте «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партире тăраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 апреля 2014
16:54
Поделиться