Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Библиотекăна кĕнеке парнеле

Элĕкри ача-пăча библиотеки апрель-май уйăхĕсенче «Библиотекăна кĕнеке парнеле» ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерет. Унăн тĕллевĕ - ача-пăча библиотекин фондне пуянлатасси, çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтересси.

Ыр кăмăллăх акцийĕ вăхăтĕнче эсир районти ача-пăча библиотекине кĕнекесем парнелеме, хаçат-журнал çырăнса пама пултаратăр. Кама ача-пăча шăпи, пуласлăхĕ çывăх - пурне те çак акцие хутшăнма ыйтатпăр. Унта организацисемпе учрежденисем, уйрăм çынсем, ачасем хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ.

Эсир панă кашни кĕнеке хăйĕн вулаканне тупĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 апреля 2014
13:57
Поделиться