Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ ХЫПАРСЕМ

06 декабря 2013 г.

Харпăр хăй “йăвинче” пурăнасшăн
Майĕпен пулин те çуллен çĕкленекен çĕнĕ çуртсем районти ялсен сăн-сăпатне улăштараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене ку чухнехи материалсемпе усă курса илемлĕ, ирĕк те çутă лартма тăрăшаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте çĕнĕ çуртсенчен урамсемех пулса каяççĕ. Тĕпрен илсен, харпăр хăй “йăвине” пурнăçа тăван тăрăхсемпе, ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕв тунă çамрăк çемьесем çавăраççĕ. Вĕсене ку енĕпе патшалăх программисем те, ипотека кредичĕсем те, çемье капиталĕ те пулăшаççĕ. Кăçал районта харпăр хăй вăйĕпе 6777, 3 тăв. метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ку ĕç Тăвай, Тăрмăш тата Тĕмер ял тăрăхĕсенче аванрах пулса пырать.
 
Хĕл пуçланнă тĕле 142 ача çуралнă
Чÿк уйăхĕнче районта 13 “кайăк” кун çути курнă, вĕсенчен тăххăрăшĕ – хĕр пĕрчисем. Виçĕ çемьере пĕрремĕш ачасем хушăннă пулсан, улттăшĕ иккĕмĕш, тăваттăшĕ виççĕмĕш ачасемпе пуянланнă. Ывăлсене Александр, Арсени, Савели, Станислав ятсем панă, хĕрачасем валли Ксени, Настя, Варя, Василиса, Вика, Катя, Илона, Камилла ятсем суйласа илнĕ.
13 ачаран пиллĕкĕшĕ Тăвай ял тăрăхĕнчи ялсенче çуралнă. Тăрмăш, Тĕмер, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсенчи çемьесенче икшер, Йăнтăрчăпа Чутей ял тăрăхĕсенче пĕрер ача çут тĕнчене килнĕ.
Хĕл пуçланнă тĕле кăçал ЗАГС пайĕ 142 ача çуралнине регистрациленĕ.
З.ГАВРИЛОВА.
 
Олимпиадăсем пыраççĕ
Аслă классенче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне районти олимпиадăсенче тĕрĕслеççĕ. Вĕсене 21 предметпа ирттерме палăртнă: вырăс чĕлхипе литератури, ют çĕр-шыв чĕлхи, математика, физика, информатика, истори, обществознани, право, географи, хими, биологи, экономика, вăй-хал культури, искусство тата ыт.те.
Çĕнтерÿçĕсемпе малти вырăнсем йышăннисене хавхалантараççĕ. Регион (республика) шайĕнчи олимпиадăна хутшăнакан вĕренекен ятне регионти вĕренÿ пухмачне кĕртеççĕ. Пĕтĕм Раççейри Олимпиадăн юлашки тапхăрне хутшăнакан çамрăкăн “Вĕрентÿ çинчен” Законпа килĕшÿллĕн экзаменсăрах çĕр-шыври кирек хăш аслă шкула вĕренме кĕме право пур. Эппин тăрăшса вĕреннин усси пысăк.
 
Хĕрарăмсене хавхалантарчĕç
Çăлпуç ялĕнче пурăнакан хĕрарăмсем те пĕрле пухăнса савăнчĕç. Хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сĕтеле илемлетрĕç. Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Васильев, информаципе культура центрĕн директорĕ Л.Федорова, ял депутачĕ З.Иванова, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Е.Михайлова тухса калаçрĕç. Çемье туслăхĕ, ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси, амăшĕн сывлăхĕ тата ытти темăсене хускатрĕç уявра. К.Иванова, В.Александрова, Л.Шадрина хăйсен ывăл-хĕрĕсене çĕр-шыва юрăхлă çын туса çитĕнтернĕшĕн Тав çырăвĕсене тивĕçлĕ пулчĕç. Уяв юрă-ташăсăр иртмест. А.Михайлов купăсçă хаваслă кĕвĕсемпе пухăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ. Амăшĕсем хăйсен уявне илемлетме пулăшнăшăн А.Петров спонсора тав тăваççĕ.
А.ИВАНОВА.

 

 

Источник: Ял ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика