Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аэроклуб кадетсене илĕртет

25 октября 2013 г.

Тăвай шкулĕнче вунпĕрмĕш класра вĕренекен кадетсем (ертÿçи ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Е.Павлова) çак кунсенче Шупашкарти аэроклуба çитсе килчĕç. Унта çамрăксене тарават йышăнчĕç. Пилот-инструкторсем клубăн мухтавлă историйĕпе паллаштарчĕç. Аэроклуб Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Ляпидевский ячĕпе хисепленсе тăрать (1964 çултанпа). Аэроклубран вĕренсе тухнă çамрăксем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, вĕсен хушшинче Совет Союзĕн Геройĕсем те пур. Михаил Афанасьевпа Женя Крутова ячĕсемпе акă Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта урамсем хисепленсе тăраççĕ. Вăрçă хыççăн аэроклуб çĕр-шыври Хĕçпăшаллă Вăйсем валли авиаци кадрĕсем, каярах ДОСААФ шучĕпе авиаци спорчĕ валли спортсменсем хатĕрленĕ. Шăхасан хĕрĕ, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ хĕрарăмсем хушшинче республикăн пĕрремĕш чемпионки, Европа тата тĕнче чемпионки, парашютпа сикекенсен рекорчĕсене нумай хутчен çĕнетнĕ Майя Костина та çак клубран вĕренсе тухнă. Клуб пурĕ 60 ытла спорт мастерĕ çитĕнтернĕ, вĕсен шутĕнче тĕнче класĕнчи мастерсем те пур.
Экскурси вăхăтĕнче кадетсем АН–2 самолетпа сывлăша çĕкленнĕ. Даниил Степанов вара аэроклубра пĕрремĕш хут мар. Вăл маларах кунти вышка çинчен парашютпа та сиксе курнă. Кадетсене аэроклубра пулса курни çав тери килĕшрĕ. Вĕсенчен хăш-пĕрисен хăйсен пурнăçне авиаципе çыхăнтарас туйăм та вăранчĕ.

И.ИВАНОВ.

 

Источник: Ял ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика