Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Чунпа эпĕ ĕмĕрлĕхе КВНщик”

21 декабря 2010 г.

“Чунпа эпĕ ĕмĕрлĕхе КВНщик”

Тушкилте КВН йĕркеленнĕренпе çак уйăхра 15 çул тултарчĕ. Хаваслисемпе тавçăруллисен вăййи нумайлăха никĕсленчĕ. Тушкилсем унтанпа тĕрлĕ тупăшусене хутшăнчĕç, пĕрре çеç мар малтисен шутне кĕме пултарчĕç. Пирĕн обществăлла корреспондент, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Наталья Юрьевна Чайкина Тушкилти вăтам шкулти КВН командин ертÿçине, шкул директорĕн воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумне Валерий Анатольевич Петрова хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтрĕ. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.
Хаваслисемпе тавçăруллисен пирвайхи конкурсĕ епле пуçланса кайни, ăна камсем хутшăнни пирки кĕскен каласа параймăр-ши.
–Пĕрремĕш хут КВН 1995 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче ялти вăтам шкулăн актовăй залĕнче иртрĕ. Вăйă пуçаруçисем вĕренекенсемпе ун чухнехи шкул активĕ пулчĕç темелле. Ачасем 2 ушкăна пайланчĕç. Алеша Игнатьевпа Татьяна Александрована капитансем пулма суйларĕç. Командăсенче вĕрентекенсем те пурччĕ. Сăмахран, эпĕ тата халĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен П.И.Захаров А.Игнатьев ертсе пыракан “Хаваслă ушкăн”, В.М.Орлов, Р.П.Захарова, Л.Г.Яковлева вĕрентекенсем – “Шĕвĕрккесем” (”Пострелята”) командăсенче. Вăййа Е.И.Петрова аслă вожатăй ертсе пыратчĕ. Шÿтсене шутласа тупасси вĕрентекенсем çинчеччĕ. Ачасем ăна-кăна шухăшласа кăларма хăйсем те хаваспахчĕ. Плакатсем çине эмблемăсем ÿкереттĕмĕр, талисмансем тăваттăмăр, кăсăклă костюмсем хатĕрлеттĕмĕр. Шкул администрацийĕ Кубок шучĕпе бронза статуэтка, кашни участнике хавхалантарма парнесем, ĕçе çутатса пыма альбом туянса пачĕ. РФ шкулĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ В.Е. Ефимов уйрăмах кăсăклă та кулăшла самантсене фотоаппаратпа ÿкерсе пыратчĕ. Шкултан вĕренсе тухнисен тĕл пулăвĕсенче халĕ çав альбома хаваспах уçса хупатпăр, аса илсе кулатпăр.
Асра юлнă тĕл пулусем çинчен темиçе сăмах...
–Эпир хамăр шкултан вĕренсе тухнă студентсемпе, ялти çамрăксемпе пĕрре кăна мар тупăшнă. Районта иртекен пур конкурса та хутшăннă. Темиçе хутчен те КВН командисен республикăри фестивальсене (иккĕмĕшпе улттăмăшсĕр пуçне) кайнă. 2003 çулта Чăваш Енри хуласемпе районсенчи çамрăксен КВН вăййисенче 3-мĕш, 2004 çулта “Шкул” лигинчи республикăри вăйăсенче çурма финалта, 2006 çулта “Старт” лигăра республикăри музыка фестивалĕнче, çав лигăрах 2009 çулти республикăри вăйăсенче финалăн 1Ÿ8 пайĕнче ăмăртнă. Чи ăнăçли вара пирĕншĕн 2010 çул пулчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, пирĕн команда “Старт” лигăран иртсе “Юниор” лигăна кĕме, унта çурма финала лекме пултарчĕ. Эпир унта 7–8 вырăнсене пайларăмăр.
Эсир республикăри тĕрлĕ вăйăсенче тупăшнă. Куракан КВНа хутшăнакансене ăçта мĕнлерех йышăнать...
–Çапла, эпир Елчĕкре те, Вăрмарта та, Вăрнарпа Шупашкарта та ăмăртнă. Мана ытларах хулари куракансем килĕшеççĕ. Вĕсем артистсене “хамăрăннисемпе” “юттисем” çине пайламаççĕ. Районта вара кашни харпăр хăй командине хавхалантарасшăн. Болельщиксем хавхалантарни командăсемшĕн пĕлтерĕшлĕ.
КВНа хутшăнакана ăс-тăн тавçăрулăхĕ, çивĕчлĕхĕ, тĕрлĕ лару-тăруран хăвăрт тухма пултарни кирлĕ. Сирĕн командăра та “çăлтăрсем” çук мар ĕнтĕ.
– Пурте маттур. Кашнине ятран асăнма хут та çитес çук. Çавах та хăш-пĕрисене каласах пуль. Ку вăл пĕртăван Павловсем (Виталий, Саша тата Женя), Ирина Камасева, Андрей Захаров, Саша Орлов, Вика Козлова, Саша Александров, Дима Сергеев, Руслан Павлов тата ыттисем те. Тавах вĕсене пурне те. Хальхи командăра та чаплă артистсем пур: Саша Григорьев, Стас Георгиев, Таня Захарова. Сасăпа Ваня Федоров тивĕçтерет.
КВНа Эсир хăвăр тивĕç тесе шутлатăр е вăл Сирĕншĕн хобби.
–Хобби пулас. Чунпа эпĕ ĕмĕрлĕхе КВНщик пулса юлнă. Вăл мана ачасене, çамрăксене лайăхрах ăнланма пулăшать. Епле чунтан савăнаççĕ вĕсем çĕнтернĕ чухне, тĕрĕсмарлăха пула çухату тÿссен – куççульне пытараççĕ. Эпĕ те вĕсемшĕн кÿренетĕп. КВНа эпĕ чунтан юрататăп. Миçе çул ĕнтĕ хутшăнма пăрахас тетĕп, ниепле те хăю çитерейместĕп. Вĕт конкурс ытларах çамрăксемпе вĕренекенсене пырса тивет.
Хăвăр командăри чи ăнăçлă шÿте илсе параймăр-и.
–Юлашки ăнăçлă шÿт шутне “Фуфайка” миниатюрăна кĕртме пулать. Ăна Аня Харитонова шутласа тупнăччĕ. Чăваш патшалăх университечĕн культура çурчĕн залĕнче куракансем хырăмсене тытсах кулчĕç. Акă вăл:
–Пап, а пап, я вырос...
–Нет, сынок, ты... чуваш!!!
Пирĕн шÿт педуниверситет командине те питĕ килĕшнĕ пулас. Каярах вĕсем те ăна хăйсен сценарине кĕртнине асăрханăччĕ. Темех мар, пирĕн шÿте ыттисем те хакланăшĕн савăнмалла кăна.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика