Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕн премине илĕç

14 января 2011 г.

Талантлă çамрăксене хавхалантарасси – “Вĕренÿ” приоритетлă наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Вăл Раççейри пултаруллă ачасене тупса палăртма май парать. Çĕр-шыв тата пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсен çĕнтерÿçисене 60 пин тенкĕлĕх преми параççĕ, унпа килĕшÿллĕн регионсенче мала тухнисене – 30 пин. РФ вĕрентÿ тата наука министерствин приказĕпе çĕнĕ лауреатсене палăртнă. Чăваш Енрен ку сума 51 çамрăк тивĕçлĕ пулнă. Пирĕн районтан Раççей Президенчĕн премине машинăпа ĕне сăвакан оператор Екатерина Геннадьевна Георгиева (”Шимкусский”), республикăри “Шырав” наукăпа практика конференцин çĕнтерÿçи Владимир Александрович Кандаков (Тăвай шкулĕ) тивĕçлĕ пулнă. Асăннă çамрăксен çитĕнĕвĕшĕн эпир те савăнатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика