Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элпуç шкулне – 130 çул

28 января 2011 г.

Чăваш халăхĕ 19 ĕмĕр çурричченех тĕттĕмлĕхре пурăннă. 50–60-мĕш çулĕсенчен кăна унта-кунта пĕр е икĕ çул вĕренмелли шкулсем уçăлма тытăннă. Ку тĕлĕшпе 1867 çулта Хусанта йĕркеленнĕ “Гурий святитель тăванлăхĕ” тĕн пĕрлешĕвĕ пысăк ĕç тунă. Вăл тăрăшнипе чăваш ялĕсенче чиркÿ прихут шкулĕсем уçăлма пуçланă. Архиври документсем тăрăх, çавăн пек шкулсенчен пĕри Элпуçĕнче 1880 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче уçăлни паллă. Элпуç, Ураскасси, Çĕнçырма, Нÿшкасси, Пуянкасси, Энĕшпуç, Кĕтеснер ялĕсенчен килнĕ 40 ытла ача парта хушшине ларнă. Шкулăн хăйĕн çурчĕ пулманнипе уйрăм çын хваттерĕсенче вĕреннĕ вĕсем. Ăна тытса тăма, хутса ăшăтма, краççын илме вĕренекенсенчен укçа пухнă. Шкулта, тĕпрен илсен, турă законĕсене вĕрентнĕ. Пĕрремĕш учителĕ Енĕш Нăрваш çынни Федор Тимофеевич Смирнов пулнă. Укçа пулманнипе, çÿреме тумтир çуккипе шкула çÿрекенсен шучĕ чаксах пынă. Юлашкинчен 40 ачаран 3-шĕ кăна шкул пĕтерни çинчен алла хут илнĕ.
1886 çулта Элпуçĕнче хутла вĕренмелли шкул уçăлнă. Ăна уçма Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсене çутта кăларас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçленĕ И.Н.Ульяновпа И.Я.Яковлев чылай тăрăшнă. 1892 çулта Элпуçĕнче чиркÿ туса лартнă хыççăн ăна чиркÿпе прихут шкулĕ теме пуçланă. Çав шкулта чăвашсен паллă поэчĕ тата писателĕ И.Е.Тăхти тата В.П.Воробьев композитор вĕреннĕ. 1903 çулта И.Я.Яковлев пулăшнипе шкулăн ятарлă çуртне туса пĕтернĕ. Каярах ун çумне малтан тăватă, каярах тата пĕр класс вырнаçмалăх çуртсем тăва-тăва лартнă. Çапах классем çитмен. Çавна пула кĕçĕннисен уйрăм çын пÿрчĕсенче вĕренме тивнĕ. Революци хыççăн та, граждан вăрçи вăхăтĕнче те шкул ĕçлеме чарăнман. Çав çулсенче унта Г.Алексеев, С.Волков учительсем ĕçлени паллă. 1930 çулта шкул заведующийĕ С.Колоколов пулнă. 1931 çулта Элпуçĕнче 7 çул вĕренмелли шкул уçнă. Ăна колхоз çамрăкĕсен шкулĕ тенĕ. Унта М.Герасимов директор, В.Сергеев, М.Харитонова, А.Ильин, П.Фомина, К.Петрова учительсем ĕçленĕ. 1935 çулта тулли мар вăтам шкул пулса тăнă. 1936 çулта ял Совечĕн ларăвĕнче çĕнĕ шкул çурчĕ тăвас ыйтăва пăхса тухнă. Ăна лартма ЧАССР наркомпросĕ 170 пин тенкĕ уйăрса панă. Пĕтĕм халăх кар тăнипе строительство ĕçне 2 çултах вĕçленĕ.
1940–1941 вĕренÿ çулĕ çĕнĕ, икĕ хутлă йывăç çуртра пуçланнă. Çĕр-шывăмăрта хаяр вăрçă кĕрлеме тытăнсан арçын учительсене, вăл шутра В.Сергеев директора та, фронта илсе кайнă. Шкул пуçлăхне Крымран куçса килнĕ О.Бурлакована лартнă. 1941 çулхи кĕркуннех икĕ хутлă шкул çуртне аманнă салтаксене килсе вырнаçтарнă. Эвакогоспиталь каярах тăлăх ачасен çуртне уçнă. Шкул класĕсене ялти хваттерсене вырнаçтарнă. Фронта кайнă учительсем вырăнне ачасене вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хĕрсемпе педтехникум çамрăкĕсем вĕрентнĕ.
1953 çултан тытăнса вăтам шкул статусĕпе ĕçленĕ. 1956 çулта пĕрремĕш кăларăм – 44 ача вĕренсе тухнă. Ку çулсенче директор ĕçĕсене вăрçăран таврăннă В.Сергеев туса пынă. Ун хыççăнах шкул ертÿçи пулса Г.Е.Ефремов, Н.С.Семенов, В.П.Павлов, В.Н.Игнатьев, Ю.П.Матвеев, З.Д.Васильева, Ю.С.Колоколов, Ю.Е.Васильев, Г.М.Прокопьева, М.П.Михайлова, В.Г.Груздев тăрăшнă. Хальхи вăхăтра шкул директорĕнче Л.А.Кабакова ĕçлет.
Вăтам шкул статусне илнĕ хыççăн унта аслă пĕлÿллĕ учительсем ĕçлеме пуçланă. Чи малтанхисем – Ю.К.Руссина, Е.О.Васильева, И.В. Васильев, А.П.Павлова, М.И. Григорьева, Н.С.Семенов, Н.В.Фирсова. Пултаруллă педагогсен йышĕ çулсеренех хушăнса пынă. Çак тарана çити шкулта 167 педагог ачасене пĕлÿ парас ĕçре вăй хунă. В.Н.Игнатьева “РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ”, Е.С.Калиш, А.П. Павлова, М.И.Григорьева вĕрентекенсене “ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ятсемпе чысланă. Паянхи кун шкулта 22-ĕн ĕçлеççĕ. Вĕсенчен 15-шĕ – аслă тата пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем. Чылайăшĕ кунтах вăтам пĕлÿллĕ пулса, каярах педагог профессине илсе тăван шкула таврăннă. Вĕсен йышĕ пĕчĕкех те мар: Н.С.Васильев, М.Л.Владимирова, П.А.Никифоров, В.М.Федорова, Н.Н. Иварбеева, Ю.В.Иварбеев, Н.А.Ильина, Л.А.Кабакова, С.Ф.Константинова, И.Н.Петрова, С.И.Александрова, Е.В. Гаврилова, Н.Н.Ашмаева, Ф.Г.Максимов.
Элпуç шкулĕ хăйĕн выпускникĕсемпе чăннипех мухтанма пултарать. 2010 çулта 57-мĕш кăларăм тухнă кунтан. Пурĕ вара 1930 яшпа хĕр алла аттестат илсе пурнăç çулĕ çине тăнă. 23-шĕ ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе пĕтернĕ шкула.
Шкулта вĕреннĕ вун-вун çын наука кандидачĕсем, докторсемпе профессорсем пулса тăнă. Пĕр тăван Самуиловсен, М.Н.Никифоров, Г.В.Иванов, Г.А.Николаев, М.А.Ефимова, Ю.А.Неофитов, И.С.Сергеев, А.М.Симулин, А.Н.Андреев, О.Н.Андреев, И.М.Волков ячĕсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр. Раççей, Чăваш Патшалăх наградисене тивĕçнисем, тĕрлĕ-тĕрлĕ аслă вырăнсенче ĕçленĕ е халĕ ĕçлекен ятлă-сумлă çынсем мĕн чухлĕн тата! Вĕсене те асрах тытатпăр эпир.
Тăван шкулăмăрăн 130 çулхи юбилейне çĕнĕ çуртра, 2 хутлă чăн-чăн пĕлÿ керменĕнче кĕтсе илни мĕнлерех чаплă парне пулчĕ пирĕншĕн! Юмахри хăвăртлăхпа ÿссе ларнă капăр та капмар çурт аякранах хăй патне илĕртет. “Кил, ачам, вĕрен. Вĕрен те ăслă пул, пысăк çын пул!” – тенĕнех туйăнать. Тăрăшса вĕренме вара пĕтĕм услови пур кунта. Таса та хăтлă, çутă та ăшă классем, пысăк спортзал, библиотека, столовăй... Савăнăçăн вĕçĕ те çук тейĕн. Ăна пирĕнпе пĕрле пайлама, тăван шкулăн 130 çулне уявлама йыхравлатпăр, сире, хисеплĕ учитель-ветерансем, çак шкултан вĕренсе тухнă тăванăмăрсем. Уяв январĕн 29-мĕшĕнче шкулăн çĕнĕ çуртĕнче 11 сехетре пуçланать. Хапăл тусамăр пирĕн йыхрава, хаклă хăна пулсамăр!

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика