Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле ĕçлесен йĕрке пулатех

02 ноября 2010 г.

Тăвайри вăтам шкул учительницине Надежда Ивановна Гаврилована октябрĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕнче ял тăрăхĕн депутачĕ пулма шанчĕç. Иртнĕ созывра та çак пысăк тивĕçе чыслăн пурнăçласа пынине кура-ши ку хутĕнче те ăна суйларĕ халăх. Тĕрлĕ ыйтупа ĕçе те, киле те пыраççĕ ял çыннисем ун патне.
Çак кунсенче Гавриловсен патне Виталий Викторов пенсионер пынă та çивĕч калаçу пуçарнă. “Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнчен кашни кунах иртсе çÿретĕп. Хăрăк туратсем выртаççĕ, çум курăк пусса илнĕ, пуçтаракан вара çук. Çакăнти йĕркесĕрлĕхе курса-тăрса çĕр çывăрайми пултăм. Ытла та чунсăрланса кайрăмăр. Тасатса тирпейлесе асăнмалăх аллея уçмалла мар-ши унта. Эсир шкул ачисемпе экологи енĕпе нумай ырă ĕç тунине “Ял ĕçченĕ” хаçатра тăтăшах вулатăп. Вĕренекенсемпе пĕрле йĕрке тума çук-ши. Хам та пĕрле ĕçлеме тухăттăм”, – чун-чĕре ыратăвне тата сĕнĕвне уçса панă вăл депутата.
Ватăпа çамрăк пĕр чĕлхе тупнă. Надежда Ивановна хăйĕн те тахçанах çак вырăна илем кÿрсе тăракан чечексен аллейи тăвас шухăш пуррине пĕлтернĕ.
Тепĕр куннех хĕрÿ ĕç пуçланнă. Виталий Викторович килĕнчен ĕç хатĕрĕсем, çÿп-çапа пухса пыма хăй тунă карçынккасем илсе килнĕ. Тăвай шкулĕнчи 8 “а” класс ачисем палăк йĕри-тавра тасатма пуçланă. Тепĕр ушкăн, 5 “а” класра вĕренекенсем, музей, ача-пăча библиотеки таврашне тирпейленĕ.
Владимир Лисовпа Иван Иванов (11 класс), Алексей Иванов, Михаил Ефремов (профтехучилищĕре вĕренеççĕ) хăйсен ирĕкĕпе ĕçлеме тухнă, аптека, чиркÿ, музей, магазин территорийĕнче тирпей-илем кĕртессипе тăрăшнă.
Аллея проекчĕ тума Н.Гаврилована С.В.Захаровапа Н.В.Михайлова учительсем пулăшма пулнă.
Пурте пĕр шухăш-кăмăлпа тăрăшсан урамсене, ялсене тирпей-илем кĕртме пулатех. Аслă ăру çыннисем хушшинче те В.Викторов пек пуçаруçăсем ытларах пултăрччĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика