Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурăпа спорта – пысăк тимлĕх

27 ноября 2013 г.

Элĕк районĕнче физкультурăпа спорта тата туризма аталантарас ĕçе район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт пайĕ ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăнура йĕркелесе пырать. Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ вĕсене çÿллĕ шая çĕклес тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Районта пурĕ спортăн вунă тĕсне аталантарма тăрăшаççĕ.«Элĕк районĕнче физкультурăпа спорта 2011-2020 çулсенче аталантарасси» тĕллевлĕ программа ĕçлет. Районти мĕн пур халăхран вăтăр ултă проценчĕ физкультурăпа спортăн тĕрлĕ енĕсемпе туслашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Сывлăха сыхлассипе тата физкультурăпа спорта массăллă аталантарас ĕçре хĕрĕх виçĕ специалист тăрăшать. Вĕсенчен 35-шĕ – аслă пĕлÿллĕ, 8-шĕ – вăтам пĕлÿ илнисем. Шкул ачисене физкультурăна юратма вĕрентес ĕçре вĕренÿ учрежденисенчи пурĕ вун çичĕ вĕрентекен вăй хурать, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче – çирĕм пилĕк çын. Элĕкри спорт шкулĕнче физкультурăпа ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем сакăр вунă процент шутланаççĕ, вун ултă проценчĕ – вăтам пĕлÿллĕ.

Физкультурăпа спорта районта аталантарассишĕн çичĕ çамрăк специалист тимлет. Вĕсем – вăтăр çула çитменнисем. Шкулсенче ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса, пăхăнса пурăнма заняти пуçланиччен ирхи гимнастика тăвассине те йĕркеленĕ. Ачасем физкультура урокне эрнере виçĕ хутчен çÿреççĕ.

2012-2013 вĕренÿ çулĕнче шкул ачисем Элĕкри «Хĕлхем» спорт комплексне (çитмĕл пĕр процент) активлă çÿренĕ.

Районти пĕтĕм халăх йышĕнчен çирĕм тăватă проценчĕ (2012 çулта – çирĕм пĕр процент, 2011 çулта – вун ултă процент) физкультурăпа спорта кăмăллать.

Ĕçлекенсене спорта активлă явăçтарас тĕллевпе районти çирĕм пĕр организаципе учреждени Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕпе килĕшÿ тунă.Элĕк районĕн спортсменĕсем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнаççĕ. Пауэрлифтинг енĕпе Европа чемпионатĕнче Людмила Шорникова çĕнтерни пысăк çитĕнÿ пулчĕ. 2012-2013 çулсенче пирĕн районта икĕ спорт мастерне, икĕ спорт мастерĕн кандидатне, пĕрремĕш разрядлă вун икĕ спортсмена хатĕрленĕ.

Физкультурăпа спорта массăллă явăçтарассипе районта ял тăрăхĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче тăтăшах смотр-конкурссем иртеççĕ. Унта вĕренекенсем çеç мар, ĕçлекенсем те хутшăнаççĕ.

Çулсеренех «Зарницăпа» «Орленок» çамрăк армеецсен вăййисем йĕркелетпĕр, çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен тата ытти вăйăсене ирттересси те йăлара. «Хĕлхем» комплекс спорта туслисене пурне те йышăнма пултарать. Комплекс çĕнĕ йышши оборудованисемпе пуян пулни халăха физкультурăпа спорта явăçтарассинче пысăк витĕм кÿрет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика