15 января 2013 г.
Республикăра, районта пичетленсе тухнă кĕнекесенче эпĕ хăш-пĕр çыравçăсен çуралнă кунĕсене кăтартмасăр хăварнине асăрхарăм. Вĕсен хушшинче Тăвай районĕнчи Тушкилте çуралса ÿснĕ Ольга Савандеевапа (ун пирки “Ял ĕçченĕн” иртнĕ çулхи 129-мĕш номерĕнче çырнăччĕ) Валерий Шарапов. Ольга Владимировна – 3 кĕнеке авторĕ. Валерий Васильевич хăйĕн кĕске кун-çулĕнче 2 кĕнеке кăларса ĕлкĕрнĕ. Хамăр районăн библиотекинче унăн “Пурнăçа юратсан” кĕнекисĕр пуçне урăх нимĕн те тупăнмарĕ. Ытти çĕрте те çавах пулĕ тетĕп. Асăннă çыравçăсен çуралнă кунĕсене манăçа хăварас марччĕ. Икĕ авторĕн те кĕнекисем çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре витĕмлĕ шутланаççĕ.
Автортан.
Валерий Васильевич Шарапов 1946 çулхи августăн 8-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Василий Федорович Шарапов, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, Ленинград блокадине сирме хутшăннă, лейтенант пулнă. Амăшĕ – Анастасия Александровна. Çемьере Валерирен аслăраххи Фаина аппăшĕ пулнă. Вăл ĕмрипех колхозра ĕçленĕ, çемье çавăрса ача-пăча ÿстернĕ.
Астăвакансем каланă тăрăх, Валери ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Тăвайри вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Уйрăмах историпе литература урокĕсене кăмăлланă. Тăххăрмĕш класа çитсен, унăн сывлăхĕ япăхланнă. Больницăра выртсах сипленме тивнĕ. Çавах та вăл вăтам шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ. Çамрăкăн чирĕ аталансах пынă. Часах вăл инвалид кÿмисĕр çÿрейми пулнă. Анчах каччă чирпе кĕрешнĕ, ăна парăнма шутламан. Николай Островский, Алексей Маресьев, Владислав Титов уншăн пурнăçри хавхалануллă тĕслĕх пулса тăнă. Вăл та алла ручка тытать. Малтанлăха район хаçатне заметкăсемпе статьясем, унтан тĕрленчĕксемпе очерксем çырма пуçлать. Республикăри хаçатсене çырать. Ăна асăрхаççĕ, хавхалантарса пыраççĕ. Вăл Андриян Николаев космонавтпа та çыхăну тытать. Улшăнса, çĕнелсе пыракан ял пурнăçĕ унра çĕнĕ ĕмĕтсем çуратаççĕ. Вăл Шупашкарта, Мускавра, Ленинградра сипленет, анчах ку та татăклă пулăшу кÿреймест. Харсăр чун-чĕреллĕ çамрăк калавсем, пысăкрах калăпăшлă произведенисем çырма тытăнать. 1972 çулта Чăваш кĕнеке издательствинчен унăн “Уйăх çаплах çутатать” кĕнеки пичетленсе тухать. Повеçре автобиографи сĕмĕ те пур пек, автор инкеке лекнĕ çамрăк кун-çулне, çамрăксен таса хутшăнăвĕсене сăнласа парать. Çыншăн пурнăç калама çук хаклă, темле йывăрлăха лексен те çыннăн алăсене усмалла мар. “Чир манăн çунатăмсене хуçрĕ. Пĕрле вĕреннĕ юлташсенчен юлма питĕ йывăр. Анчах пуçа усма юрамасть. «Чăтма çук йывăрлăхра та пурăнма пĕл, – тенĕ Николай Островский. –Эпĕ те çаплах шутлатăп...» – çырать вунтăххăрти Валерий Шарапов.
Тепĕр тăватă çултан иккĕмĕш кĕнеки кун çути курать, ку хутĕнче – “Пурнăçа юратсан”. Унта “Ашшĕ вăл – ашшĕ” повеçпе “Çамрăк хунав” тата “Пурнăçа юратсан” очерксене кĕртнĕ. Тем пек йывăр чухне те çыннăн шанăçа çухатмалла мар. Çавăнпа ĕнтĕ “Пурнăçа юратсан” очеркри тĕп сăнар Женя Грачев велоколяска çине ларать те Мускава врачсем патне тухса каять. Унăн çав тери сывалас килнĕ, вăл хăйĕн урисемпе утса каясса ĕненнĕ. Çын ĕмĕтпе пурăнма тивĕç.
Пурĕ те вăтăр çул ытларах кăна пурăннă Валерий Шарапов (вăл 1977 çулхи çулла çĕре кĕнĕ), анчах хăй хыççăн комета пек çутă йĕр хăварнă. Вăл пурнăç нихăçан та сÿнмессе çирĕп ĕненсе тăнă. Унăн произведенийĕсем те çавнах çирĕплетеççĕ, йывăрлăха кĕрсе ÿкекенсене çул кăтартса пыраççĕ. Вулатăн та тĕлĕнетĕн: çак пысăках мар кĕнекесен авторне мĕн чухлĕ тÿсĕм, чăтăмлăх, вăй-хал кирлĕ пулнă чирпе кĕрешме. Анчах вăл нихăçан та пуçа усман, пысăк ĕмĕтпе, çутă малашлăха шанса пурăннă. Хальхи ăрури çынсен, уйрăмах çамрăксен, унран тĕслĕх илмелли питĕ нумай. Унăн ятне асра тытса пурăнмалла. Хĕрĕх çул каялла кăларнă кĕнекисене тепĕр хут кăларсан та питĕ вырăнлă пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен воспитани витĕмĕ пысăк, вĕсем çынна пурнăçа юратма вĕрентеççĕ. Пысăк тиражпа тухманскерсем библиотекăсенче вĕсем юлманпа пĕрех.
Г.МАТВЕЕВА, Вăрмар–Тушкил–Тăвай.
Сăн ÿкерчĕкре: Валерий Шарапов хăйĕн кулленхи ĕç хатĕрĕ – пичетлекен машинка умĕнче.
И.Соловьев журналист архивĕнчен.
Источник: "Ял ĕçченĕ"