10 сентября 2014 г.
Пурăнакан уйрăм çурта тата ун çумĕнчи харпăрлăха, свидетельство илес тесен, çăмăллатнă майпа усă курма пулать. Çак йĕрке "дача амнистийĕ" çинчен калакан 93-ФЗ федераллă саккунпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Çăмăллăхлă майпа 2015 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен анчах усă курма пулать.
Пурăнакан уйрăм çурт çине свидетельство илес тесен малашне суда тухса ку вăхăт сирĕн пурлăх пулни çинчен ĕнентермелле пулать. Паллах, судра ĕçе пăхса тухма пошлина тỹлемелле. "Дача амнистийĕпе" усă курса регистраци ĕçĕсене тăвас тесен çĕр сирĕн иккенне çирĕплетекен хута алла илмелле тата çурта виçтермелле. Унсăр пуçне, çуртăн проекчĕ, строительство ĕçĕсенче пурнăçлама (çурта хуть хăçан тунă пулсан та), çурта хута яма ирĕк илни кирлĕ пулать. Çуртăн проектне тума сахал мар укçа тỹлемелле, ăна тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеттермелле. Пĕр сăмахпа, çурт свидетельствине илес тесен темиçе тĕрлĕ инстанцие çитес пулать. Çавăнпа та çăмăллатнă майпа усă курса куçман пурлăх çине паянах свидетельство илме тăрăшмалла, кайран çак ĕçсене тума 2-3 хут хаклăрах пулĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"