Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çавра сĕтел" тĕл пулу

04 декабря 2015 г.

Район администрацийĕн ертỹçи Владимир Ванерке çулленех декабрĕн 3-мĕшĕнче инвалидсен юхăмĕн активисчĕсемпе, пуçламăш организацисен председателĕсемпе тĕл пулать. Ырă йăлана кăçал та пăсмарĕç. "Çавра сĕтел" тĕл пулăва райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л.Аввакумова, районăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, социаллă тивĕçтерỹ центрĕн директорĕ А.Степанов, социаллă страховани фончĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Л.Салмина, Пенси фончĕн районти управленийĕн представителĕ А.Ялугина хутшăнчĕç.

Владимир Алексеевич пухăннисене кĕскен район экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕпе паллаштарчĕ, инвалидсене район пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав турĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.

Учрежденисемпе организацисен ертỹçисем харпăр хăй ертсе пыракан сферăра сывлăх тĕлĕшĕнчен чарак пур çынсене пулăшса пыма тăрăшни çинчен каласа пачĕç.

Тĕл пулура çавăн пекех инвалидсен Тĕмерти организацийĕн председателĕ В.Петров, Л.Меркушина (Мучар), Г.Сергеева (Енĕш Нăрваш), Н.Анисимова (Тенеяль), П.Ягодкин (Тăрмăш), Н.Илларионова (Улянкă), А.Салканов (Кĕрше), Енĕш Нăрвашри истори астăвăмĕ музейĕн заведующийĕ В.Петров тата ыттисем тухса калаçрĕç, хăйсем туса пыракан ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.

Инвалидсен районти организацийĕн председателĕ А.Калмыков отчет туса пачĕ, пуçламăш организацисен ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, вырăнти учрежденисемпе, обществăлла организацисемпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме кирлине палăртрĕ.

Район ертỹçисем инвалидсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравлама тăрăшрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика