Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпчевçĕсем ĕçсемпе паллаштараççĕ

23 мая 2012 г.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсен районти III наукăпа краеведени конференцийĕ иртнĕ. Ăна Раççейри истори çулталăкне тата Елчĕк районĕ 85 çул тултарнине халалланă. Конференцие йĕркелекенĕ - Курнавăшри историпе краеведени музейĕ. Конференцине хутшăнакансем 4 ушкăнра хăйсен ĕçĕсене хỹтĕленĕ. Кĕçĕн ушкăнра Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен В.Сергеева (ертỹçи Т.Н.Сергеева) "Ахаль лапшаран тĕлĕнмелле япаласем" ĕçпе çĕнтернĕ. Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи И.Пупина та призерсен йышĕнче. Вăтам ушкăнри çĕнтерỹçĕ - Таяпа Энтри шкулĕнче 8-мĕш класра пĕлỹ пухакан И.Васильев (ертỹçи Р.В.Макарова). Вăл "Шурă çỹçлĕ салтакăн мăнукĕсене каласа памалли нумай" ĕç çырнă. Аслă ушкăнра чи лайăххи Çĕнĕ Пăвари шкулта 9-мĕш класра вĕренекен В.Ананьеван (ертỹçи Л.А.Горшкова) "Ялта ĕлĕк-авалтанах кашнин "хушма ят" пур" ĕçĕ пулнă. Вĕрентекенсем хушшинче вара Курнавăшри Н.Н.Круглова тата В.Н.Воронова палăрчĕç. Вĕсен "Пултарулăх çăл куçĕ" тĕпчев ĕçне жюри членĕсем чи лайăххи тесе хакларĕç. Конференци çĕнтерỹçисемпе призерĕсене пурне те Елчĕк район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика