Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш юрри - кăмăл уççи

12 февраля 2012 г.

Чăваш юрри - кăмăл уççи

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пиллĕкмĕш класра вĕренекен Андрей Крысова пуçласа сцена çинче Акатуйра курма тỹр килчĕ. Унтан тĕрлĕ конкурс-фестивальсене тĕл пулнăччĕ. Итленĕçемĕн вăл юрлани кăмăла килчĕ. Сцена çинче те тытма пĕлет хăйне. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче Андрей хăй çинчен палăрмаллах аса илтерчĕ. Елчĕкри искусство шкулĕнче Алевтина Воробьева педагог патĕнче ăсталăхне туптакан Андрей Крысов чăваш халăх юррисене шăрантаракан ачасен республикăри "Сентти" конкурсĕнче кĕçĕннисен хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. "Сентти" конкурса йĕркелекенсен тĕллевĕ пархатарлă _ çитĕнсе пыракан ăрăва тăван халăх юрри-кĕвви мĕнле хитре те тарăн шухăшлă пулнине ăнланса илтересси. Андрей "Çăварни", "Тапăртатса тăрать Тур лаши" юрăсене илемлĕн те янăравлăн юрланă. Залра ларакансем тăвăллăн алă çупнă. Пĕчĕк артиста хавхалантарма ашшĕпе амăшĕ, кукамăшĕ те пынă. Унăн пĕрремĕш çитĕнĕвĕшĕн савăннă вĕсем. Андрей туслă та килĕштерсе пурăнакан, юрлама юратакан çемьере çитĕнет. Ашшĕ, Владимир, "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче трактористра, амăшĕ, Галина, бухгалтерта тăрăшаççĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ, Руслан, 11 класра вĕренет. Пушă вăхăтра пĕр тăвансем йĕлтĕрпе, конькипе ярăнма кăмăллаççĕ. Андрейăн тепĕр интересĕ _ ялти культура çуртне юрлама çỹресси. Пĕччен каймасть вăл унта. Крысовсен арçыннисем юрă ытамне кĕрсех ỹкнĕ тесен те йăнăш мар. Федор (аслашшĕ), ашшĕ тата Андрей смотр-конкурсра "Вĕç, вĕç, куккук" юрă шăрантарма шухăш тытнă. Çемье ушкăнĕ йĕркелес ĕмĕтпе çунатланаççĕ вĕсем. Халĕ каçсерен репетицине çỹреççĕ. _ Пуçласа эпĕ хĕресне атте туйĕнче юрларăм. Тăвансем те, юлташсем те кăмăлласа йышăнчĕç. Алексей Шадриковăн "Савни" юррине дискран вĕрентĕм,- тет "Сентти" конкурс çĕнтерỹçи. Шкулта начар мар вĕренет юрă ăсти. Çапах тата та тăрăшса вĕренес кăмăлĕсем пысăк унăн. Гена Кукурузов юлташĕпе ăмăртмалла кĕнеке вулаççĕ, спортпа туслă. Шкул хыççăн кил картинче ĕçлеме те юратать. _ Юрла-юрла тислĕк тасататăп вара,_ тет сăмаха кивçен кайман пултаруллă арçын ача. Андрейăн малашлăхĕ пысăк пултăр. Хамăр тăрăхри тепĕр шăпчăкăн юррисене итлесе киленессе шанатпăр. 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика