Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алло, эпир талантсем шыратпăр

27 января 2010 г.

 Курнавăшри информаципе культура центрĕ Çĕнĕ Пăва, Вырăскасси клубĕсене, историпе тăван ен халăх музейне, "Шанăç" фольклор ушкăнне пĕрлештерсе тăрать. Иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнче эпир çĕнĕлле ĕçлеме пуçларăмăр. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн 2007 çулхи чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕ районта чи малтан модернизациленĕ культура вучахĕ уçма май пачĕ. Культура çуртне çĕнетсе илемлетес тесе кашни ĕçчен, директор-и вăл е библиотекарь, художество руководителĕ е техслужащи, çанă тавăрса вăй хучĕ. Ĕçлени харама каймарĕ, халĕ пирĕн информаципе культура çуртне курма, опытпа паллашма таçтан та килеççĕ. Ĕçлес кăмăл пысăк, анчах ятарлă пĕлỹ илнĕ специалист çукки ура хучĕ. Çавăнпа та музыкант шыраса таçта та çитрĕм. Пĕлĕшсем урлă Канашри педагогика колледжĕнче пултăм. Яла ĕçлеме килес шухăшлисемпе тĕл пулса калаçрăм. Тупрăм ял пурнăçĕнчен сивĕнмен специалиста. Йĕпреç хĕрĕ пирĕн патăмăра ĕçлеме килчĕ. Музыка пĕлĕвĕ илнĕ хĕр культура çуртне килсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. О.Шмелева методист тỹрех ял çамрăкĕсемпе, шкул ачисемпе пĕр чĕлхе тупни, вĕсене тĕрлĕ мероприятисене явăçтарма пултарни туйăнма пуçларĕ. Халĕ эпир çĕнĕрен те çĕнĕ конкурссем йĕркелетпĕр. Çав хушăрах киввисене те пăрахăçа кăларасшăн мар. Культурăпа информаци центрĕн алăкĕ яланах уçă, каçхине те часах хупăнмасть. Хальхи вăхăтра "Хавхалану çăл куçĕ" тата "Çĕнтерỹ салючĕ" смотр-конкурссене хатĕрленетпĕр. Кашни кунах репетици иртет. Унта культработниксем çеç мар, юрра-ташша юратакан ял çыннисем те çĕкленỹллĕ кăмăлпа хутшăнаççĕ. Ĕçлеме условисем çителĕклĕ, сасă вăйлатмалли, çутатмалли, видеопроектор, компьютер оборудованийĕсем пурте пур. Сцена костюмĕсем те хитре. Кирек мĕнле уявра та сценăна хăйне евĕрлĕ, асра юлмалла илемлетме тăрăшатпăр. Миçе чаршав çĕлемен-ши пирĕн хĕрсем? Сцена илемĕнчен те нумай килет уява хаваслă та илĕртỹллĕ йĕркелесси. Ял çыннисем пушă вăхăта усăллă, лайăх кăмăлпа ирттерччĕр тесе тĕрлĕ кружоксем уçнă. Календарь çинчи паллă кунсене асра юлмалла ирттеретпĕр. Вулавăшри Р.Горшкова библиотекарьпе, сăмах май каласа хăварам, ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят пачĕç, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Кирек мĕнле мероприятие те пĕрле йĕркелетпĕр. "Алло, эпир талантсем шыратпăр" конкурс йĕркелесе пултаруллă та маттур пикесемпе каччăсене палăртатпăр. Шыракан тупать тенĕ евĕр, пирĕн хушăра мĕн чухлĕ пултаруллă çамрăк, ватă пурăннине курса ĕненетпĕр. Вĕсене тупма, культура ĕçне явăçтарма çеç пĕлмелле. Çамрăксем валли спорт секцийĕсем те ĕçлеççĕ. Уйрăмах теннисла, шашкăлла вылякансем йышлă. Ташлама юратакансен "Сириус" ушкăнĕ районта çеç мар, республикăра палăрчĕ. "Ташша яра пар" конкурсра пĕлтĕр виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç вĕсем. Ташлама кăна мар, юрлама та Турри çепĕç сасă парнеленĕ Курнавăш хĕрĕсене. Ксения Смирновăпа Рина Светопольская эстрада юррисем шăрантарса республикăри ял çамрăкĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Районти пĕр конкурсран та пăрăнса юлмастпăр. Иртнĕ çул тĕрлĕ тупăшусенче 14 призлă вырăн йышăнтăмăр. Ыт ахальтен мар пирĕн патăмăрта республикăри Культура министерствин кунĕ, интернет-конференцисем йĕркелеççĕ. Вĕсем çỹллĕ шайра иртчĕр тесе сахал мар вăй хума тивет.Çакă пире савăнăç кỹрет. Информаципе культура центрĕнчи фойере историпе тăван ен халăх музейĕ уйăхсерен "Ĕлĕк-авал" хаçат кăларса тăрать. Кунта çамрăксем халăх йăли-йĕркисемпе паллашма пултараççĕ. Музей ĕçченĕ А.Смирнов ăста алăллă иккенне пурте пĕлетпĕр. Алексейăн ỹкерчĕкĕсем тепĕр художникăннинчен те хитререх. Унăн ĕçĕсенчен ỹкерчĕксен выставки те йĕркелетпĕр. Эпир, ялти культура ĕçченĕсем, обществăна кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сыватас, халăх йăли-йĕркисене упраса хăварас, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк вăй пулса тăнине ăнланса вăй хуратпăр та. Çакна тума пирĕн вăй-хал та, ĕçлес кăмăл та иксĕлми.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика