Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсене депутатран парне

23 января 2010 г.

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашсетьгаз" ОАОн, "Чувашрегионгаз" ОООн генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов килсе кайрĕ. Чи малтанах вăл Курнавăшри ресурс центрĕ шутланакан шкулта пулчĕ, ун пурнăçĕпе кăсăкланса паллашрĕ. Асăннă шкулта профиль вĕрентĕвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни уйрăмах кăсăклантарчĕ Кияметдин Садыртдиновича. Кунта 9-мĕш класра профиль вĕрентĕвĕ умĕнхи хатĕрленỹ курсĕсем ĕçлеççĕ, 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем (классем Курнавăш, Çĕнĕ Пăва, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче вĕренекенсене пĕрлештереççĕ) вара физикăпа математика, социаллă экономика, агротехнологи профилĕсемпе пĕлĕвĕсене ỹстереççĕ. Агротехнологи профилĕн вĕренекенĕсем BCEF категориллĕ тракторист, АВС категориллĕ водитель, III тата IV разрядлă повар специальноçĕсемпе профессин пуçламăш пĕлĕвне алла илеççĕ. Шăпах агротехнологи профилĕн вĕренекенĕсене депутатран пысăк парне _ "УАЗ-315142" автомашина тиврĕ çак кун. Çĕнĕ автомашинăпа практика занятийĕсене ирттерме шкул ачисемшĕн малашне тата та меллĕ пулĕ. Каярах К.Мифтахутдинов 1985 çулта шкул çумĕнче никĕсленнĕ историпе краеведени халăх музейĕпе паллашрĕ. Вăл кăçал хăйĕн 25 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Аваллăха малашлăх валли упрас тĕллевпе музее хута янăшăн, çак пархатарлă ĕçе малалла тăсса пынăшăн ĕçченсене тав тунă май депутат çывхарса килекен юбилей ячĕпе саламларĕ, çитес уява тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илме укçа-тенкĕ парса пулăшрĕ. Педагогика коллективĕпе ирттернĕ тĕл пулура К.Мифтахутдинов депутат ĕçĕ-хĕлĕпе, "Чувашсетьгаз" ОАОри, "Чувашрегионгаз" ОООри тата республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Учительсен умĕнче район пуçлăхĕ Н.Миллин та сăмах илчĕ. Паянхи çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăнă хыççăн вăл депутата пулăшу аллине вăхăтра тăсса пама пултарнăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕ, малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ. Тав сăмахĕсем çумне шкул директорĕ П.Кузнецов та хутшăнчĕ, вĕрентỹпе воспитани ĕçне мала хурса шкула, музее спонсорла пулăшу панăшăн тав туса депутата тав çырăвĕ пачĕ. К.Мифтахутдинов район халăхĕшĕн çулсеренех сахал мар ырă ĕç тунине, çамрăксене те, аслă ăрурисене те тимлĕхсĕр хăварманнине тепĕр хут палăртма кăмăллă. Унăн ырă ĕçĕсем пирки вулакансем хаçатра паллашсах тăраççĕ. Ĕçлĕ çул çỹреве малалла тăснă май "Чувашсетьгаз" ОАО генеральнăй директорĕ "Канашмежрайгазăн" Елчĕкри филиалĕн коллективĕпе курнăçрĕ, нумаях пулмасть юсаса çĕнетнĕ çуртпа паллашрĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика